27 июня 2008 г.
Камшăн пушă вăхăт еплерех иртет? Хăш-пĕр çынсем ăна, паллах, хăйсем эрех-сăрапа тата пирус-чĕлĕмпе туслашнипе хаклаççĕ. Теприсем, каçарăр та, наркотиксенче “хÿтлĕх” тупнă.
Çак наркăмăша хăшĕ-пĕрне ÿсен-тăрансенчен, теприсене химилле составран хатĕрлеççĕ. Вĕсенчен пĕр йышшисене туртаççĕ, теприсене шăршлаççĕ, виççĕмĕшсемпе укол туса усă кураççĕ. Кашниех çынсен организмĕшĕн сиенлĕ, сывлăха хавшатать, ĕмĕре кĕскетет.
Опийпе, морфинпа, героинпа усă куракансем хăйсен çулĕсенчен ватăрах курăнаççĕ.
Кантăрпа, марихуанăпа, гашишпа усă куракансем сăлтавсăрах кулма е темрен хăранăн тарма пултараççĕ. Куç шăрçисем сарăлаççĕ, пичĕ, куç хупанкисем хĕрелеççĕ. Хăвăрттăн сывлаççĕ, тытăнчăклăн калаçаççĕ.
Наркотикпе ÿсĕрĕлнĕ çын ним пирки те шухăшламасть, хăйне çăмăлттайла тытать.
Наркотикле хатĕрсем пирĕн пата ытларах урăх çĕр-шывсенчен, пысăк партисемпе килеççĕ. Унпа суту-илÿ тăвакансен тĕллевĕ — куллен пуясси, çынсене хăрушă инкек умне илсе çитересси. Çак тĕпсĕр авăра лексен каялла çул çук. Çавăнпа та “шурă вилĕмрен” аякра тăрасчĕ, ăна хамăрпа хуçаланма парас марччĕ.