АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Взятка паракана уголовнăй майпа явап тыттарнă

27 июня 2008 г.

 

Канашра пурăнакан 1967 çулта çуралнă Фадеев кăçалхи январĕн 26-мĕшĕнче 9—14 сехетре Красноармейскинчи “Суту-илÿ кил картийĕ” пасар çывăхĕнче, “Газель” автомашина çинче пан улми сутнă. Паллах, вăл “Чăваш Республикинче административлă право йĕркине пăсни çинчен” саккуна пăсса ĕçленĕ. Унăн предпринимателĕн таварпа ваккăн суту-илÿ тăвас тĕлĕшпе патшалăх регистрацийĕ ирĕк пани те пулман тата вăл асăннă вырăнта яваплă органсенчен пан улми сутма ирĕк те илмен.

Йĕркене пăсакана районти шалти ĕçсен пайĕн участокри уполномоченнăйĕ Г. Алексеев хăйĕн служба пÿлĕмне чĕннĕ, Н. Фадеева саккуна пăсни пирки ăнлантарнă, çавăншăн 4000 тенкĕ штраф тÿлемелли пирки аса илтернĕ. Н. Фадеев хăй кукăр-макăр çул çине тăнине пĕлсе тăрсах Г. Алексеев милиционера протокол çырса хăйне административлă майпа айăплассинчен сирмешкĕн ÿкĕте кĕртме тăнă. Çапла майпа милиционера апат-çимĕç продукцине 494 тенкĕ те 10 пуслăх, çав шутра 0,7 литрлă, 195 тенкĕлĕх “Смирнов” водка, пĕр пачка (1 литр) пылак шыв — 41, 0,5 килограмм кăлпасси — 107,5, батон — 11,5, пакетри семга пулăн тăватă татăкĕ (300 грамм) — 91,1 тата пан улми (2,2 кг) — 44 тенкĕлĕх пама тăнă.

Шел пулин те, Н. Фадеев хăйĕн преступленилле ĕçĕн хăтланăвĕсене вĕçне çитереймен, ăна милици ĕçченĕсем апат-çимĕç таварĕсене панă чухне алăранах ярса илнĕ.

Судпа айăпланакан судра айăпа кăштах йышăннă. Унăн айăпне судра Г. Алексеев милиционерпа иккĕшĕн хушшинчи аудиçырав çине çырса илнĕ калаçу та çирĕплетрĕ.

2008 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче район сучĕ çÿлерех асăннă ĕçпе пуçарнă уголовнăй ĕçе пăхса тухрĕ, Н. Фадеева РФ Уголовнăй Кодексĕн 30-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе, 291-мĕш статьян 2-мĕш пайĕпе 2 çул ирĕкрен хăтарма йышăнмалла пулнă, анчах та вăл унччен судпа айăпланманнине тата айăпне йышăннине пула суд Н. Фадеева РФ Уголовнăй Кодексĕн 73-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, çулталăклăх ĕçлесе юсанмалли срок панă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика