27 июня 2008 г.
“Караево” ЯХПК ут çине Çимĕк эрни пуçлансанах тухнă. Б. Прохоров тĕп агроном каланă тăрăх, Валерий Ильин механизатор КПС-5Г косилкăпа кĕске вăхăтрах 50 гектар çинчи нумай çул ÿсекен курăксене çулса паккуса хывнă. Анчах та июнĕн 17—18-мĕшĕсенче çуса иртнĕ çумăрсем типнĕ утта пухса кĕртме паман. Ирĕксĕрех ăна июнĕн 20-мĕшĕнче Геннадий Фоминпа Радик Любимовăн ворошилкăсемпе тепĕр хут тавăрса тухма тивнĕ. Тепĕр кунне ăна урана хывма тата пресс-подборщикпе пухса рулон тума тухнă. Константин Фомин утта волокушкăпа тĕксе пынă, Александр Васильев КУН-10-па ăна улмури тăррине çĕклесе парса тăнă. Геннадий Фоминпа Валерий Александров практикант пресс-подборщикпе пухса рулонсем туса пынă. Кĕске хушăрах карайсем 80 тонна утă янтăларĕç.
* * *
Район администрацийĕн диспетчер службинчен пĕлтернĕ тăрăх, июнĕн 25-мĕшĕ тĕлне районĕпе 700 гектара яхăн нумай çул ÿсекен курăксене çулнă. Хальлĕхе 215 тонна утă хатĕрленĕ. Çав шутра “Караевора” — 80, “Досаевора” — 50, “Шатьмара” — 10 тонна. “Симĕс ĕç çи” малалла пырать.