27 июня 2008 г.
Районта çул-йĕр строительствин ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ. Район администрацийĕн çул-йĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалисчĕ Юрий Иванов пĕлтернĕ тăрăх, Шупашкар — Красноармейски автотрасса çинче Чатукассинелле каякан çулăн юлашки 600 метрне асфальт сарса тухнă. Халĕ вăл çатма пекех тикĕс. Унчченхи евĕр лакăм-тĕкĕмлĕ мар.
Хĕлеç çулĕн дамбине хĕрсех хăпартаççĕ. Ку енĕпе кунта икĕ бульдозер ĕçлет.
Красноармейски — Шывпуç автоçула та йĕркене кĕртсе çитернĕ, çырма тĕлĕнчи дамбăна хăпартса тăвайккине самай сĕвеклетнĕ. “Воддорстрой” пĕрлешÿ ĕçченĕсем тăрăшнипе хĕлле те Шывпуçне маршрутлă автобус çÿретме майсем туса панă. Тек ку енчи халăхăн автобус чарăнăвне Туçи Чуракассине çити утса тертленме тивмĕ.
Кÿлçырмана халĕ асфальтлă çул кĕрет. Çак кунсенче çеç унта “Воддорстрой” строителĕсем хытă сий сарса тухрĕç.
Красноармейски — Карай автоçул та тип-тикĕсех. Çÿлерех асăннă пĕрлешÿ ăна тĕпрен юсарĕ, 4—5 кун хушши кунта асфальт сарчĕ. Çакăнта асфальт хывмалли VOGELE машина операторĕ Владимир Сорокин, BOMAG каток машинисчĕ Сергей Яковлев, асфальта лайăхрах çыпçăнма битум сирпĕтсе тухакан Анатолий Евдокимов трактористпа Алексей Яковлев рабочи, асфальт турттаракан Николай Филипповпа Алексей Михайлов, Юрий Охотниковпа Николай Порфирьев водительсем тата ыттисем хастарлăх кăтартрĕç.