АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак енсем — Республика кунĕнче

27 июня 2008 г.

 

Çĕр пин юрă çĕр-шывĕ... Чăваш Ене ытахальтен çапла каламан ĕнтĕ. Çакна кăçалхи çĕртме уйăхĕн 23—24-мĕшĕсенче Шупашкарта, Муркашра, Йĕпреçре тата республикăри хăш-пĕр ытти хуласенче иртнĕ Пĕтĕм Раççей халăх пултарулăхĕн XVI фестивалĕ те çирĕплетрĕ. Историе вăл “Раççей çăл куçĕсем” ятпа та çырăнчĕ.

Республика кунĕнче — çĕртме уйăхĕн 23—24-мĕшĕсенче Чăваш Енре пуçласа “Раççей юррисем” фестиваль-марафон пулни те, çав уява Раççейри чылай-чылай регионсенчи фольклор коллективĕсем хутшăнса, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарни те чăваш халăхĕшĕн тата республикăра пурăнакан, ĕçлекен ытти наци халăхĕшĕн ĕмĕр-ĕмĕр манăçмĕ.

Кăçал та республикăра йăлана çирĕп кĕнĕ Пĕтĕм Раççей халăх пултарулăхĕн XVI фольклор фестивальне республикăри мĕн пур районсенчи фольклор коллективĕсем, çав шутра районти халăх пултарулăхĕн çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх тата газ уçлакан станцири “Раштав”, ачасен “Юность” фольклор ушкăнĕсем (илемлĕх ертÿçисем — Николай Никоноровпа Андрей Тюмеров, Таня Ефремова) хутшăнса, хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Асăнма кăмăллă: Раççейĕн 33 регионĕнчи 600 ытла халăх пултарулăх ăсти сцена çине тухрĕ уявра — Республика кунĕнче. “Раççей çăл куçĕсем” фестивальте РФ тава тивĕçлĕ артистки Надежда Бабкина юрлани те, вăл уява пухăннисене чун-чĕре ăшшипе саламлани те куç умĕнчех. Июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕ умне вырнаçтарнă ятарлă сцена çине Н. Бабкина тата праçнике унпа пĕрле ятарласа килнĕ фольклор ушкăнĕ темиçе хутчен те тухрĕç, хăйсене хисеплесе те тăвăллăн алă çупнипе савăнса пуçĕсене тайрĕç.

Республика уявне июнĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра (Красная площадь) юрăпа ташă ăстисен пултарулăхĕ татах та чаплăрах сăн-сăпат кĕртрĕ. Асăннă кун концерт театр умĕнчи сцена çинче “Эпĕ, эсĕ, вăл, эпир, пурте — туслă çемьерен!” е “Сăрпа Çавал çаврисем” гала-концерт программипе килĕшÿллĕн, малалла тăсăлчĕ. Çакăнта республикăри мĕн пур районсенчи халăх пултарулăх ăстисем — фольклор ушкăнĕсем — вырăнсенчи çĕнтерÿçĕсем, çемье ансамблĕсем, уйрăм юрăçсем, хут купăс ăстисем палăрчĕç, хаклă парнесемпе дипломсене тивĕçрĕç.

Акă, Трак тăрăхĕнчи районти халăх пултарулăх çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор тата газ уçлакан станцири ачасен “Юность” ушкăнĕсем (илемлĕх ертÿçисем Н. Никоноровпа Т. Ефремова) тăван тăрăха хаклă парнесемпе, дипломсемпе таврăнчĕç.

Эпĕ “Сăрпа Çавал çаврисем” гала-концерт умĕн, Хĕрлĕ лапамри сцена çине тухиччен, хамăрпа кÿршĕллĕ Çĕрпÿ районĕнчи Первомайскинчи фольклор ушкăнĕпе тĕл пултăм. Артистсенчен кашниех чăвашсен çи-пуçне, туй арăмĕсен кĕпе-тумтирне тăхăннă. Сăмах май, асăннă коллективăн илемлĕх ертÿçи пирĕн ентеш, Кÿлхĕрри Карай ялĕнче çуралнă, халь Первомайскинчи кану çуртĕнче вăй хуракан Нина Ивановна Григорьева пулчĕ. Кăмăллă, илемлĕ сăн-питлĕ, хĕрĕх урлă каçнă хĕрарăм.

— Иккĕмĕш çул кăна-ха ĕçлетĕп кану çуртĕнче. Ачаранпах хут купăспа выляма хăнăхрăм. “Çăл куç” фольклор ансамбле йĕркелесе янăранпа иккĕмĕш çул çитрĕ. Кăçал, акă, Республика уявне хутшăнма тивĕçлĕ пултăмăр, — терĕ Нина Ивановна. — Ĕçлес хастарлăх иксĕлми.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, 17 сехет тĕлне, Республикăри “Сăрпа Çавал çаврисем” гала-концерт хыççăн, сцена çине Раççейри регионсенчи халăх пултарулăх ăстисем çĕкленчĕç. Раççейри тĕрлĕ наци çыннисем хăйсен кĕпе-тумтирĕпе, музыка инструменчĕсемпе тата юрри-ташшисемпе тыткăнларĕç. Сăмахран, Калмăк, Мари Эл, Бурят, Мордва, Çурçĕр Осети Республикисенчен, Мускав, Краснодар тата ытти хуласенчен çитнĕ артистсем тата ыттисем те çав тери пуян программăпа килнĕ. Чăннипех — Раççей çăл куçĕсем вĕсем.

Республика кунĕнче уява пухăннисене, хаклă хăнасене Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров ăшшăн-ăшшăн саламларĕ, вăрăм кун-çул, творчество лаççинче ăнăçусем сунчĕ.

Вăраха тăсăлчĕ уяв. Ăна Трак ен тăрăхĕн артисчĕсем, хут купăсçисем: Н. Никоноров, А. Алексеев, С. Алексеев, Ю. Романов, Г. Яковлев тата Г. Ефимов татах илем кÿчĕç, Хĕрлĕ лапама пухăннисене ушкăн-ушкăнпах юрлаттарчĕç, ташă картине йыхравларĕç.

Кăштах çумăр пĕрĕхсе илни те савăнтарчĕ, вăй-хал хушрĕ çав кун.

Çур çĕр çитиччен тÿпере, залив çывăхĕнче çĕршер тĕспе ялкăшса çунакан фейерверк çутисемпе киленсе, хăпартланса çĕнĕ куна ал тытрĕ уяври халăх.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика