АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекен çамрăксемпе — “çавра сĕтел”

27 июня 2008 г.

 

Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕн пÿлĕмĕнче районти ĕçлекен çамрăксемпе “çавра сĕтел” хушшинче тĕл пулу иртрĕ.

Унта çамрăксене ĕçпе тивĕçтерес, çу кунĕсенче вĕсен канăвне йĕркелес ыйтусене çĕклерĕç. Тухса калаçакансем патне сахал мар ыйту çуралчĕ, мĕншĕн тесен ĕçлекен çамрăксем районта пурăнакансен 14,3 проценчĕпе танлашаççĕ. Ыйтусене вара хальтерех татса памалла. Кунпа пĕрлех “çавра сĕтеле” хутшăннисем хăйсем те усăллă сĕнÿ-канашсем пачĕç. Чатукассинчи пĕтĕмĕшле врач офисĕн фельдшерĕ, ку ял старости В. Егоров каланă тăрăх, кунти çамрăксем пуçарнипе çулленех культурăпа спорт мероприятийĕсем йĕркелеççĕ. Вĕсем çине тăнипех, ав, 4-мĕш çул ĕнтĕ кăшарнире шыва кĕнĕ. Ялти çамрăксемпе ĕçлессине лайăхлатма çĕнĕ мелсем шыраççĕ. “Вĕсене интереслентерес тесен, психолог та пулмалла çав”, терĕ Виталий. Кĕçĕн Шетмĕри кану центрĕнче те дискотекăсемпе савăнăçлă мероприятисем ирттерессипе паха опыт пухнă, вĕсенче призсем те выляса илме май пур. Райпо çамрăкĕсен вăйĕпе вара кунта пысăках мар спортзал уçнă, унта велотренажер та вырнаçтарнă. Кадрсем хатĕрлессине лайăхлатас тĕллевпе шкулсемпе çыхăнса вăй хумалли программа хатĕрлеççĕ. Сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕнчи яш-кĕрĕм те район шайĕнче йĕркелекен конкурссемпе спорт ăмăртăвĕсене активлă хутшăнать.

“Çавра сĕтел” хушшинчи тĕл пулăва хутшăннисене çавăн пекех район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ В. Иванов, физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Лебедев, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Голубев тата район хăй тытăмлăх канашĕн членĕ, “Вольник” спортклуб директорĕ А. Григорьев ĕçлĕ сĕнÿсем пачĕç.

Ĕçлекен çамрăксем кă-çалхи 2-мĕш çур çул валли ĕç планне пăхса тухса йышăнчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика