27 июня 2008 г.
Шупашкарта “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх марафонне савăнăçлă лару-тăрура хупнă. Унăн пухмачне Чăваш Ен пурĕ 6658255 тенкĕ хывнă, çав шутра пирĕн районти предприяти-организацисем — 100 пине яхăн тенкĕ. Ку укçа-тенкĕ ача-пăча фончĕн программисене, çав шутра, чи малтан, медицина енĕпе пурнăçлама каять.
“Ыр кăмăллăх ырăпа таврăнать”, тет район пуçлăхĕ, “Единая Россия” партин Красноармейскинчи вырăнти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ С. А. Николаев. Станислав Андреевич марафона хутшăннă ĕç коллективĕсене йĕркелÿ комитечĕ ячĕпе ăшшăн тав тăвать, ыр кăмăллăх кăтартма нихăçан та кая маррине, çакнашкал çынсене яланах сăвап иккенне палăртать. Вăл “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх марафонĕн пухмачне хастар хутшăннисен списокне хаçатра пичетлени те çав тери вырăнлă тесе шутлать. Ку йышра вара “Красноармейское” БТИ муниципаллă унитари предприятийĕ (ертÿçи — З. Г. Тарасова, 5000 тенкĕ куçарса панă), районти шалти ĕçсен пайĕ (начальникĕ — В. М. Рожков, 17478 тенкĕ), “Караево” ял хуçалăх производство кооперативĕ (председателĕ — В. Н. Платонов, 5000 тенкĕ) тата ыттисем те.
Çак акцие çавăн пекех Чăваш Республикинчи федераллă казначейство управленийĕн Красноармейскинчи уйрăмĕ, Кÿкеçри МУЭСăн Красноармейскинчи линипе техника цехĕ, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕ, район сучĕ, федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 7-мĕш номерлĕ инспекцийĕ, ĕçпе тивĕçтерекен районти центр, 15-мĕш номерлĕ аптека, “Витязь” пĕрлешÿ, республикăри Финанс министерствин Красноармейски районĕнчи пайĕ, район администрацийĕ, унăн финанс пайĕ, кунпа пĕрлех мĕн пур 9 ял тăрăхĕ те тÿпе хыврĕç.