27 июня 2008 г.
РеспубликăриИюнĕн 12—13-мĕшĕсенче Çĕмĕрлере республикăри ялти çуллахи XIV республикăри спорт вăййисем иртнĕ. Унта пирĕн район команди япăх мар ăмăртнă. Тĕслĕхрен, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем пĕтĕмĕшле виççĕмĕш вырăн йышăннă. Уйрăм кĕрешÿçĕсенчен Ирина Белкова хăй виçинче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Владимир Матвеев (66 кг) — иккĕмĕш, Исай Николаев (60 кг), Таня Иванова (52 кг), Шерида Шерифалиева виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Полиатлонистсен команди — иккĕмĕш вырăнта. Петр Григорьев арçынсем хушшинче мала тухнă. Мария Семенова — иккĕмĕш, Владислав Перепелкин — виççĕмĕш призерсем.
Çемьесен ăмăртăвĕнче Арçунакассинчи Прохоровсем (Геннадий, Максим, Валентина) виççĕмĕш вырăна тухнă.
Кире пуканĕ йăтакансен тупăшăвĕнче Крентейкассинчи Тихоновсем ашшĕпе ывăлĕ япăх мар ăмăртнă. Александр75 килограмм таякан атлетсем хушшинче — иккĕмĕш, Леонид (90 кг) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.