27 июня 2008 г.
Шупашкарта, Пичет çурчĕн конференц-залĕнче “Хыпар” Издательство çурчĕн обшество корреспонденчĕсен II пухăвĕ иртрĕ. Ăна “Хыпар” хаçат никĕслевçи Н. В. Никольский çуралнăранпа 130 çул çитнине тата хаçатăн 25000-мĕш номерĕ тухнине халалларĕç.
Сумлă çак пулăмсене тĕпе хурса, Шупашкар хулипе районсенчен пухăннă çыравçăсен умĕнче Чăваш Республикин “Хыпар” издательство çурчĕ” патшалăх унитари предприятийĕн генеральнăй директорĕ-тĕп редакторĕ А. П. Леонтьев доклад турĕ. “Хыпарçăсемпе” обществăлла корреспондентсене республикăн культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Р. М. Лизакова саламларĕ. Тухса калаçакансем чылайăн пулчĕç, çав шутра — пирĕн ентеш, Кайри Карăкра çуралнă, тинтерех кăна-ха 70 çулхи юбилейне паллă тунă, Чăваш патшалăхĕн К. В. Иванов ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ Г. Ф. Юмарт тата Янкасри Н. Г. Ершов çыравçă (вăл “Хыпар” хаçата халалланă сăввине вуласа пачĕ).
Пухура штатра тăман хастар корреспондентсене те чысларĕç. Районти “Ял пурнăçĕ” хаçатăн пай редакторĕ Г. Л. Ефимов-Тусли ыттисен йышĕнче республикăри “Хыпар” хаçатăн Тав çырăвне тивĕçрĕ.
Пухăва çавăн пекех Трак енрен тухнă çыравçăсем О. А. Алексеев (Ăсан Уçăпĕ), И. М. Григорьев (Исмай Исемпек), кунпа пĕрлех общество корреспонденчĕ К. Ф. Шачкин (Именкасси) тата район администрацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ В. М. Данилов хутшăнчĕç.
Пухура пулнисем патшалăх влаçĕн органĕсене, чăваш наци интеллигенцине, Чăваш наци конгресне Чĕнсе калани йышăнчĕç.