АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар хуралĕ тĕлĕрмест-и?

27 июня 2008 г.

 

Иртнĕ çул ял тăрăхĕсене вырăнти пĕлтерĕшлĕ полномочисене пурнăçа кĕртмелли вăл е ку енсемпе тĕревлисем (опорный) тесе палăртнăччĕ. Район администрацийĕ кăçал вара вĕсене çак тĕлĕшпе пулăшу кÿрес тата ырă опытпа паллашса ăна сарас енĕпе опорлă ял тăрăхĕсенче семинарсем йĕркелесе ирттерме тĕллев тытрĕ. Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче черетлĕ иккĕмĕш семинар (малтанхи Алманчра пулнăччĕ) Упи ял тăрăхĕнче иртрĕ.

Малтанах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе хăш-пĕр специалисчĕсем кунти ял тăрăхĕн администрацийĕнче, кану центрĕнче, милицин участокри пунктĕнче тата тĕслĕх библиотекинче пулса курчĕç, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç.

Семинарăн теори пайне район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ В. Иванов уçса йĕркелесе пычĕ тата пĕтĕмлетрĕ. Унта район пуçлăхĕ С. Николаев та хутшăнчĕ, вăл е ку енĕпе опорлă ял тăрăхĕсене ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулмаллине каларĕ, район пĕлтерĕшлĕ мероприятисене ирттернĕ чухне спонсор пулăшăвĕ кÿнĕшĕн тулли мар яваплă “Пятилетка” пĕрлешÿ директорне В. Афанасьева, Упи енри вăрман тăрăхне вут-кăвартан сыхласа хăварнă çĕрте хăюлăх кăтартнăшăн “Янмурзино” ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçин çумне В. Вишнеева (çак чыс-сумах район администрацийĕн информатизаци секторĕн заведующийĕ В. Никифоров та тивĕçнĕ) район администрацийĕн Тав çырăвĕсене пачĕ.

Малалла ял тăрăхĕнче пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе тивĕçтерессине йĕркелени тата бюджет укçи-тенкипе усă курнин эффективлăхне хăпартни пирки В. Григорьев пуçлăх каласа пачĕ. “Çак енсемпе опорлă пулнă май, палăртрĕ Владислав Яковлевич, хăш-пĕр ĕçсем ирттертĕмĕр”. Вăл пĕлтернинчен çакă та паллă пулчĕ. Чи малтанах яваплисене палăртнă. Стенд тунă. Укçа-тенкĕ тивĕçменрен малтанласа ку тăрăхри 8 ял валли витресем, каярахпа огнетушительсем туяннă. Упири кану центрĕнче кăçал пушар сигнализацийĕ вырнаçтарнă, çитес çул вăл — Тусайри, 2010 çулта Пуйсупинри кану çурчĕсенче пулмалла-мĕн. “Досаево” ял хуçалăх артелĕнчи пушар сÿнтермелли автомашина, 1967 çулта туса кăларнăскер, Н. Сидоров водитель ăна типтерлĕ тытсан та, тăтăшах çĕмĕрĕлет: запас пайсем, çунтармалли-сĕрмелли япаласем чылай кирлĕ. Ку тĕллевпе граждансен пухăвĕсенче ыйту çĕклесе уйрăм кашни хуçалăхран 50-шар тенкĕ пухаççĕ-ха, анчах вăл нимĕн тумах та çитмест. Унсăр пуçне водителе ĕç укçи те тÿлемелле.

2006 çулта ял тăрăхĕнче 1 пушар алхаснă пулсан, пĕлтĕр 5 (Кĕрекаçра, Упире, Анат Кушарта тата Янмурçинра — 100 пин тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ вĕсем), кăçал унашкал тĕслĕх пулман (тьфу-тьфу, хăрушă инкек-синкек аякран пăрăнса ирттĕр). Упири вут-кăвара сÿнтерме вырăнти ирĕклĕ халăх дружинин членĕсем (командирĕ В. Миронов), вăрман тăрăхĕнчи пушара чарма çитĕннисемпе пĕрлех (ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те аякра тăрса юлман) шкул ачисем те активлă хутшăннă. “Мотопомпăсем туянма укçа-тенкĕ тупмаллах”, сĕнÿ пачĕç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене семинарта район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ Н. Васильев, финанс пайĕн заведующийĕ Р. Николаева тата патшалăх пушар хуралĕн районти инспекторĕ П. Димитриев, ку тĕлĕшпе вырăнсенче ятарлă программăсем йышăнмаллине те палăртрĕç.

Упи ял тăрăхнех таврăнар-ха. Пуçлăх ялсенче шыв ямалли емкоçсем вырнаçтарнине, Анат Кушартипе Çĕнĕ Йĕкĕтрине тултарнине, шыв илме ятарлă пĕвесем палăртнине (ун пекки Кĕрекеçра çеç çуккине), хĕл кунĕсенче пĕвесенче вак кассах тăнине, çакăншăн ял старостисем яваплă пулнине, шкул ачисем хушшинче (çитĕннисемпе те ĕçлемелле ку енĕпе) пушартан асăрхаттарас енĕпе ăнлантару ĕçĕ (конкурссем, класс сехечĕсем, выставкăсем тата ытти те) йĕркелесе ирттернине милицин участокри уполномоченнăйĕпе Г. Алексеевпа пĕрле йывăр çемьесене тăтăшах çитнине, ялсенче каçхи хурал тăнине, ку ĕçе те ял старостисем йĕркелештерсе пынине каларĕ. Шел те, Упи енре те, районти ытти ял тăрăхĕсенче те муниципаллă пушар хуралне йĕркелеймен-ха. Апла пулсан пушар хуралĕ ан тĕлĕртĕр тесе çанă тавăрса ĕçлемелли пурах пуçлăхсен.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика