27 июня 2008 г.
Трак енре ырă йăла пур: районти вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансене çулленех пĕрле пухăнса чыслаççĕ. Вун иккĕмĕш çул ĕнтĕ çапла. Тăватă çул каялла вара кунпа пĕрлех “çăлтăрсен балне” йĕркелеме тытăнчĕç. Ку хутĕнче икĕ пайран тăракан пысăк çак уяв çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнчи каç енне Красноармейскинчи Çĕнтерÿ паркĕнче пулчĕ. Унта районти шкулсен вĕренсе пĕтерекенĕсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем, учительсем, хăнасем тата район центрĕнче пурăнакансем хутшăнчĕç.
Красноармейскинчи ачасен искусство шкулне çÿрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă хыççăн уява вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумĕ М. Голубев уçрĕ. Раççей Гимнĕ янăрасан, вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансене район пуçлăхĕ, “Единая Россия” партин Красноармейскинчи вырăнти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ С. Николаев саламларĕ. “Сирĕншĕн ачалăх вĕçленсе килет. Паян, ав, шкулпа сывпуллашатăр. 11 çул хушшинче сирĕн пурнăçăрта пысăк тата пĕчĕк событисем пиншер пулнă. Умăрта — пысăк пурнăç. Унта кĕнĕ май, тăван района, юратнă учительсене нихăçан та манăçа ан кăларăр. Вĕренÿпе ĕçре ăнăçусем, пурнăçра ырлăх-сывлăхпа телей сунатăп сире”, терĕ Станислав Андреевич.
Шкул вĕренсе тухакансене çавăн пекех Красноармейски тата Çĕрпÿ районĕсен çар комиссарĕ А. Сидоров подполковник тата вĕрентÿре ĕçлекенсен профсоюзĕн районти организацийĕн председателĕ, “Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” Г. Николаева такăр çул сунчĕç.
Унтан “Вĕрентÿ” приоритетлă наци проектне тата вĕрентĕве модернизацилессипе çыхăннă комплекслă проекта пурнăçа кĕртес çĕрте уйрăмах палăрнă шкулсемпе уйрăм учительсене чысларĕç. Акă, Пикшик шкулĕ РФ Президенчĕн 1 миллион тенкĕлĕх премине çĕнсе илнĕ. Карайпа Именкасси шкулĕсем тата районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ район пуçлăхĕн 10 пин тенкĕлĕх премине тивĕçнĕ. Район пуçлăхĕ вĕсене ятарлă свидетельствăсем, педагогикăра ăнăçлă вăй хунăшăн Г. В. Никифоровапа Г. И. Алексеевана “Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ” паллăсем пачĕ. Наградăсене тивĕçнисем хушшинче кунпа пĕрлех Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулти С. М. Гавриловапа Л. Н. Крутова, Трак гимназийĕнчи Ю. Е. Кузьмина, Упири В. В. Васильева, Еншик Чуллă шкулĕнчи Е. М. Вышинская, район центрĕнчи “Çеçпĕл” ача садĕнчи Г. В. Горшкова педагогсем пулчĕç.
Район пуçлăхĕн 3 пин тенкĕлĕх премине В. М. Михайлов (Красноармейскинчи 2-мĕш шкул), С. Н. Дмитриева (Трак гимназийĕ), Ю. Г. Маркова (ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ), Л. А. Тихонова (Пикшик шкулĕ) тата И. Н. Михайлова (ачасен искусство шкулĕ) учительсем тивĕçрĕç. Сцена çинчех “Çулталăкри учитель-2008”, “Çулталăкри вожатăй-2008” тата “Çулталăкри социаллă педагог-2008” ятсене тивĕçнĕ М. А. Филимонова (Трак гимназийĕ), Е. М. Исаковапа Ф. Е. Петрована (иккĕшĕ те Красноармейскинчи 2-мĕш шкултан) чысларĕç. “Самый классный классный-2008” республикăри конкурсра— В. М. Михайлов, Л. К. Григорьева, Н. В. Ефимова (КСШ-2), И. А. Ананьевапа З. К. Ласкеева (Трак гимназийĕ), “Чĕрене ачасене паратăп” конкурсăн тĕрлĕ номинацийĕсенче И. В. Кускова, З. П. Михайлова, И. Г. Иванова, И. П. Матвеев, В. П. Иванова тата Г. А. Ефимова учительсем палăрнă.
Чыслав малаллах пычĕ. Тĕрлĕ наградăсене Н. В. Андреева (КСОШ-2), З. В. Владимирова (Чатукасси), С. А. Григорьева (Упири хупă йышши шкул), Д. И. Филимонов (Мăн Шетмĕ), М. А. Филимонов (Трак гимназийĕ), Д. В. Федотова (Кĕçĕн Шетмĕ) педагогсем, çавăн пекех вĕрентÿпе воспитани ĕçне йĕркелесе пыма пулăшу кÿрекенсем — Е. А. Сергеева (Карай), З. М. Федоровапа Е. Ю. Петрова (КСОШ-2), Л. Г. Александрова (Мăн Шетмĕ), Л. А. Васильева (Чатукасси), Д. В. Яковлева (Именкасси), Н. С. Яковлева (Упи), Г. А. Николаева (“Звездочка” ача сачĕ) тата В. М. Матвеев (Алманч шкулĕ) алла илчĕç.
Уявра Пикшик вăтам шку-лĕн презентацийĕ те иртрĕ, “пирĕн шкул — Раççейре чи лайăххи” терĕç унăн выпускникĕсем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçса пуç хунă ентешсене сума суса Красноармейскинче лартнă палăк умне чечексем хума та тивĕçрĕç.
Сцена çинче малалла район пуçлăхĕ С. Николаев вĕренÿре тарăн пĕлÿ кăтартнă Анастасия Порфирьевапа (Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ) Сергей Кириллова —ылтăн, тепĕр 13 вĕренекене, çав йышра Анна Афанасьевапа Наталия Гордеева, Галина Гурьевапа Александра Игнатьева, Леонид Ильинпа Ирина Львова, Татьяна Степанова (пурте Трак гимназийĕнчен), Анастасия Нестеровапа Николай Павлов, Алиса Петрова (райцентрти 2-мĕш шкул), Татьяна Александрова (Именкасси), Анастасия Данилова (Пикшик), Ксения Михайлова (Упи) пулчĕç, кĕмĕл медальсемпе чысларĕ. Ашшĕ-амăшĕсене вара Тав çырăвĕсем пачĕç. Çавăн пекех спорт енĕпе çăлтăр пулса тăнă 7 вĕренекене — Валерий Антонова (райцентрти 2-мĕш шкул), Татьяна Разбойкинапа Надежда Семенована, Екатерина Маркована (Мăн Шетмĕ), Сергей Прокловпа Татьяна Хлебникована (Карай), Алексей Павлова (Кĕçĕн Шетмĕ) “Рыба-плюс” фирма директорĕн çумĕ Вениамин Германович Григорьев укçан 500-шер тенкĕ премипе, пултарулăх енĕпе палăрнă Кристина Богдановапа Марина Николаевана, Алиса Петровапа Ксения Леонтьевана, Аксинья Овчинниковапа Татьяна Галкинана, Ольга Владимировапа Инесса Андреевана, Татьяна Андреевана (пурте райцентрти 2-мĕш номерлĕ шкултан), Антон Ермакова (Трак гимназийĕ), Светлана Яковлевапа Светлана Рабоша (Именкасси), Анжела Лукинапа Геннадий Петрова, Дмитрий Иванова (Чатукасси), Александр Евграфова (Еншик Чуллă) районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн директорĕ Ю. Г. Маркова дипломсемпе чысларĕç.
Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе Красноармейскинчи В. М. Егоров тав сăмахĕ каларĕ. Вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансене кунпа пĕрлех райпори çамрăксен юхăмĕн ертÿçи Л. Бардасова тата ылтăн медаль илнĕ Сергей Кириллов (Карай) ăнăçусем сунчĕç. ”Заволжский” клуба çÿрекен ачасем пухăннисене хавас та çĕкленÿллĕ ташă парнелерĕç. Выпускниксем пĕр-пĕрне шкул вальсĕ ташлама чĕнчĕç. Кĕçех вĕсен ячĕпе фейерверк пулчĕ.
Çав каçах шкулсенче ăсату каçĕсем иртрĕç, вăтам шкул вĕренсе пĕтерекенсене аттестатсем пачĕç. Вĕсем учительсемпе пĕрле ирхи шуçăма та кĕтсе илчĕç.
Сывпуллашу вăл яланах хумхануллă, тăван шкултан, пĕрле 11 çул вĕреннĕ тус-тантăшсенчен, ытларахăшĕшĕн вăл, чăн та, çапла, юратнă учительсенчен уйрăлма мĕн тери йывăр. Çакна кăçал вăтам шкул пĕтерекен 237 ачаран кашни тенĕ пекех хăй çинче туйса илчĕ. Çак кунран вĕсем пурнăçăн анлă çулĕ çине тухрĕç, умра вĕсен çав тери яваплă суйлав: ăçта тата кам пулма вĕренме е ĕçлеме каймалла? Пĕр сăмахпа каласан, ку шÿт мар. Ĕнерхи ачасем куç умĕнчех ÿссе тĕрекленчĕç темелле.
Вун пĕрмĕш классем пурнăçри хăйсен пĕрремĕш çирĕп экзаменне япăх мар тытрĕç. Умра вара тата кăткăсраххисем тăраççĕ, çавăнпа та вĕсем витĕр чипер тухма такăр çул, ăнăçусем пулччăр сире, вăтам шкултан кăçал вĕренсе тухнисем!