АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яш-кĕрĕм — пысăк вăй

27 июня 2008 г.

 

Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн çĕр-шывра Раççей çамрăкĕсен кунне паллă тăваççĕ. Пирĕн корреспондент асăннă уяв умĕн районти предприятисемпе организацисенчи çамрăксен ушкăнĕсен ертÿçисемпе тĕл пулса калаçнă.

Заволжски ЛПУМГ — территорийĕпе те, çын йышĕпе те Трак енри чи пысăк предприятисенчен пĕри. Пирĕн ĕçченсенчен чылайăшĕ — çамрăксем. Вĕсем “Анат Чулхула Газпром трансгаз” ОООн çамрăксен обществин советне пĕрлешнĕ. Эпир вара ун çумĕнче асăннă советăн ĕçлĕ ушкăнне туса хутăмăр. Ăна ертсе пыма мана шанчĕç. Ушкăн тĕллевĕ — халĕ çеç ĕçе вырнаçнă яш-кĕрĕмĕн производствăпа социаллă ыйтăвĕсене, паянхи пурнăç кăларса тăратакан тĕллевсене татса пама, кулленхи ĕçе кĕртме пулăшасси. Ку енĕпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Çавна май çак тĕллевпе пирĕн ятарлă программăсем ĕçлеççĕ. Эпир тăтăшах “çавра сĕтелсем” ирттеретпĕр, рационализаторсен, инновациллĕ проектсен конкурсĕсене йĕркелетпĕр. Çакă кулленхи ĕçре çитĕнÿ кÿрет те.

Пирĕн предприятире физкультурăпа спорт хисепре, эпир культура мероприятийĕсене те хастар хутшăнатпăр. Кам пĕлмест пулĕ халăх музыкин “Раштав”, вокалпа инструментсен “Капельки” ансамблĕсене, ачасен ташă коллективĕсене. Вĕсем хамăр тăрăхра çеç мар, Газпром тытăмĕнче те чапа тухрĕç тесен те йăнăш пулмĕ.

Мана кулленхи ĕçре Е. Ефимовпа А. Прокопьев смена инженерĕсем, кадрсем енĕпе тăрăшакан Т. Свотина специалист пысăк пулăшу кÿреççĕ. Тав вĕсене.

* * *

Пирĕн тытăмра çамрăксен организацийĕ 2004 çултанпа йĕркеленсе тăрать. Унăн ячĕ — “Красноармейски райповĕнчи çамрăксен канашĕ”. Ăна ку çулччен А. Васильев йĕркелесе пычĕ, ун хыççăн çак тивĕçе мана шанса пачĕç. Халĕ ĕлĕкхи евĕр пирĕн ĕç-хĕле комсомол райкомĕ йĕркелесе-сăнаса тăмасть пулин те, эпир паянхи пурнăç таппипех утма тăрăшатпăр.

Çулленех Чăвашпотребсоюз районсенчи потребительсен обществисем хушшинче спартакиада ирттерет. Паянхи куна эпир çак тупăшура 23 команда хушшинче пиллĕкмĕш вырăнта пыратпăр. Çакăнта, паллах, пирĕн коллективри яш-кĕрĕм ырă тĕслĕх кăтартать. Эпир районта иртекен культурăпа спортăн мĕн пур мероприятийĕсене хутшăнма тăрăшатпăр. Акă, кăçал район администрацийĕпе райхаçат эстафетинче пирĕн команда иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çакăнта Н. Владимировăн, В. Терентьеван, А. Васильевăн, А. Афанасьевăн, Л. Александрован тÿпи иксĕлми.

Пирĕн коллектив çулленех çамрăк специалистсемпе пуянланса пырать. Кĕске вăхăтрах кондитер цехĕнчи А. Николаевапа М. Степанова, çăкăр комбинатĕнчи Л. Федорова, Ванюшкассинчи, Именкассинчи магазинсенчи, райцентрти апат-çимĕç таварĕсем сутакан виççĕмĕш номерлĕ магазинри В. Леонтьева, Е. Владимирова, О. Степанова сутуçăсем ырă ят çĕнсе илчĕç. Пирĕн çамрăксем çулленех тĕрлĕрен проектсем хатĕрлеме хастаррăн хутшăнаççĕ, вĕсем субботниксенче, ытти ĕçсенче яваплăха туйса тăрăшаççĕ.

Пирĕн ĕçе райпо совечĕпе (ертÿçи А. Дмитриева) профком (Л. Павлова) асăрхамаççĕ мар. Çамрăксем ыйтнипе вĕсем пысăках мар спортзала юсаса çĕнетме пулăшрĕç. Тавах вĕсене уншăн. Халĕ унта пушă вăхăтра тренировкăсем ирттерме май пур.

Çапла пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ пирĕн çамрăксем.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика