АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрĕп — пахча хуралçи

27 июня 2008 г.

 

Пурнан пурнăçра темле чĕр чунпа та тĕл пулатăн. Анчах та чĕрĕппе курнăçма кашнинех шăпа пÿрмен тесен те йăнăш пулмĕ. Çав вăхăтрах чĕрĕп час-часах кил-çурт таврашĕнчех пурăнать, хунать. Эпир вара вăл пуррине сисместпĕр те, ун çинчен шутламастпăр та.

Пĕр 25 çул каялла манăн кÿршĕ, самай çулланнă çын, çывăх тăван унăн сăнчăрта тăракан хураçки чĕрĕп тытни çинчен савăнса пĕлтерчĕ. Çак хыпар манăн кăмăла килмерĕ. “Йытă нихăçан та чĕрĕпе тытма пултараймасть. Йĕплĕ вăл. Суятăн эс, мучи. Чĕрĕпе эсĕ хăв çапса вĕлернĕ”, — терĕм. Чĕрĕп — пахча хуралçи, вăл усăллă чĕр чун пулни çинчен аса илтертĕм. Тинех кăмăлĕ уçăлчĕ ватăн.

— Чĕрĕпсем чăх чĕпписене тытаççĕ тенине илтсеччĕ те, çавăнпа ун çине алă çĕклерĕм, — тавăрчĕ вăл.

Çут çанталăкра чĕрĕпе тилĕ тытнă тĕслĕхсем пулаççĕ иккен. Çак ĕç чĕрĕп шыв хĕрринче пулсан кăна пулса иртет. Çăмха пулнă чĕр чуна тилĕ шыва кустарса ярать. Ирĕксĕрех чĕрĕпĕн тăсăлма тивет. Çак самантра вăл тилĕ çăварне лекет те.

Чĕрĕпсем кунĕпех йăвара çывăраççĕ. Таврана каç сĕмĕ çапсан кăна сунара тухаççĕ. Ку чĕр чунсен тĕп апачĕ — хурт-кăпшанкăсемпе вĕсен личинкисем, ăмансем, калтасемпе шапасем тата шăшисем. Çавăн пекех чĕрĕпсем çĕр тата шыв шаписене те тиркемеççĕ. Уншăн каçарар вĕсене. Шапасем çут çанталăкăн усăллă чĕр чунĕсен шутне кĕреççĕ-çке.

Чĕрĕпсем, сивĕ кунсем çывхарнă май, улăм, курăк е типĕ çулçă пуçтарса хăтлă вырăна йăва çавăрса кĕрсе выртаççĕ те ăшă кунсем çитичченех канлĕн çывăраççĕ.

Пĕр çулхине манăн ирĕкре хĕл каçакан вĕлле айĕнче чĕрĕп тĕрĕс-тĕкелех хĕл каçнă. Çуркунне, вĕлле айĕнчи улăма тасатнă чухне, ман пÿрнене темскер чикрĕ. Чĕрĕп пулнă иккен. Манăн вĕллене шăшисенчен сыхланăшăн тавтапуçах ăна. Тепĕр çулхине вара çак чĕр чун вите урайĕ айĕнче чиперех хĕл каçнă.

Кăçал чĕрĕпсем тахçанах ыйхăран вăраннă ĕнтĕ. Халĕ вĕсен, ирĕкре йăва çавăрса, йыш хушма та вăхăт çитрĕ. Чылай чухне вăл йăвине пахча варринче курăкран ăсталать. Йăви вара — кăткă тĕми çÿллĕшех. Утă çулнă чухне пĕрре кăна мар чĕрĕп йăви тĕлне пулнă эпĕ. Асăрхануллă пулмалла, аркатма кирлĕ мар ун йăвине, пĕр икĕ-виçĕ тăваткал метрти курăка çулмасăр хăвармалла. Унсăрăн чĕрĕп чĕпписене урăх вырăна куçарать. Йăвара унăн — 5—10 çура. Чĕрĕп алла питех те хăвăрт хăнăхать. Вĕсен кашнин хăйĕн кăмăллакан вырăнĕ пур. Çак лаптăка ытти чĕрĕпсене кĕртмест. Вăл çÿрекен çул çине чашăкпа сĕт лартса парсан, чĕрĕп ăна самантрах пушатать. Унăн шăршă туйăмĕ лайăх аталаннă, хăлхисем те çивĕч.

Айăпсăр чĕр чун вăл, чĕрĕп. Хунатăр, ĕрчетĕр пахча хуралçи.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика