АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чемпион ятне илме — çăмăл мар

27 июня 2008 г.

 

Иртнĕ çур акире тулли мар яваплă “Таябинка” пĕрлешÿри Сергей Михайлович ИВАНОВ, 495 эталон-гектарлăх ĕç туса, “Çур аки-2008” чемпионĕ ята тивĕçрĕ. Çакнашкал хĕрлĕ хăюпа ăна иртнĕ Ака туйра чысларĕç. Пирĕн корреспондент çур аки паттăрĕпе çавăн чух курса калаçнă.

— Сергей Михайлович, Сире ĕçри çитĕнÿпе, пĕтĕм халăх умĕнче çавăн пек чысланă ятпа ăшшăн саламлатăп.

— Тавтапуç.

— Чемпион хăйăвне çĕнсе илнишĕн хĕпĕртетĕр, паллах. Ун патне пыма çăмăлах килмерĕ пуль?

— Çапла. Савăнтăм, чун хĕпĕртет. Ун патне эпĕ шăп та лăп 13 çул утрăм. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлеме тÿр килчĕ: Ленин ячĕллĕ хуçалăхра, “Звездара”, “Янмурзинора”… фермăра та, уйра та. Унччен çÿлте асăннă коллективсенче пилĕк хутчен çур акинче мала тухрăм. “Янмурзинора” укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен кÿрентернĕренех пĕлтĕр августра вара “Таябинкăна” ĕçлеме куçрăм. Кунта питĕ лайăх, туслă коллектив, мана килĕшет. Çавăнпа та ĕçлес те ĕçлес килет. Кашни пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр. Хамăн кăçалхи ĕçпе те кăмăллă эпĕ. Çур акинче çĕр хатĕрлеме, унтан акма хутшăнтăм. Çуртрисене, çĕр улмине вăхăтра акса-лартса хăвартăмăр. “Çурхи кун çулталăк тăрантарать” текен ваттисен каларăшне тĕпе хурса, çĕрĕпе-талăкĕпе тенĕ пекех тăрăшрăмăр, паллах. Уншăн халĕ канатпăр, уя тухсан чун савăнать. Çур аки хыççăн çум курăксемпе кĕрешсе калчасене гербицид сапрăмăр. Техника чăхăмламарĕ.

Пĕрлешÿ ертÿçисене —Александр Петрович Афанасьев директора, Сергей Львович Молотковпа Алена Владимировна Николаева агрономсене тав тăвас килет. Вĕсене коллектива малашне те çавăн пек ăнăçлă ертсе пыма ырлăх-сывлăх сунатăп.

“Çур аки чемпионĕ”ята çĕнсе илес тĕллев манăн пулнă вăл, халĕ тĕллев пурнăçланчĕ.

— Сергей Михайлович, чуна уçса калаçнăшăн Сире пысăк тав, малашнехи ĕçсенче те ÿсĕмлĕ вăй хума ырлăх-сывлăх пултăрччĕ.

— Ырă сăмахсемшĕн тавтапуç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика