АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн туртăмĕ

27 июня 2008 г.

 

Ялти халăх таçтан пĕлет тулĕк. “Арăмĕ отпуска тухсанах Вадимран уйăрăлса каять”, — терĕç.

Кин кĕртсен, чăнахах та, канăçне çухатрĕ Вĕçелис инке. Ĕне сурĕ, урай сĕрчĕ, кинĕн япалисене те тытса çурĕ — ÿркенсе тăмарĕ. Кинĕ хула хĕрĕ те... “Кине серте яшки пĕçерсе çитерес-ха”, — терĕ. Çамрăксем ĕçе кайсанах вăрмана тухса утрĕ. Вĕсем килнĕ çĕре, аш ярса, кашăк çавăрăнми серте яшки пĕçерчĕ.

Кинĕ кашăкпа яшкана пăтратса пăхрĕ. Кашăкĕ çумне серте çулçи çыпçăнса тухрĕ.

— Эпир сыснасем-и мĕн? — терĕ упăшкине, кашăка сĕтел çине шакăрт хурса.

Упăшкине калани хуньамăшĕ илттĕр тенĕ пекех пулса тухрĕ ку. Каяссин сăлтавĕ çакă пулчĕ-ши?

Тепĕр пĕр-икĕ эрнеренех Вадимсен умне груз турттармалли автомашина килсе чарăнчĕ. Пÿрте ашшĕпе хĕрĕ кĕрсе тăчĕç.

— Ăçта капла ирех? — тĕлĕнсе пăхрĕ вĕсем çине Вадим.

— Сана илме! — тавăрчĕ арăмĕ.

— Мана?..

Вĕçелис инке, тĕпел кукринче çаксене курса, итлесе тăраканскер, вăйсăррăн пусса кăмака кĕтессинчен пырса тытрĕ. “Эп ывăла ашшĕсĕр пăхса ÿстернĕ! Вĕрентнĕ! Çын тунă!” — тесе ял халăхĕ илтмелле кăшкăрса ярас килчĕ унăн.

Кинĕн япалисене часах автомашина çине тиерĕç. Арăмĕ хыççăн пуçтарăннă ывăлне ăсатма вырăсла хапха умне амăшĕ те тухрĕ. Тутăр вĕçĕпе куççульне шăлакан амăшне кăкăр çумне çупăрларĕ Вадим.

— Часрах! — хыпăнтарчĕ ăна арăмĕ, уçă кабинăран пуçне кăларса.

Вадим ун çине хулпуççи урлă хăяккăн пăхрĕ, аллине лашт сулчĕ: “Кайăр. Пымастăп!”

Кабина алăкĕ хăнт! хупăнчĕ. Автомашина кăшкăртса илчĕ те тапранса кайрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика