27 июня 2008 г.
Паян çĕнĕлĕх мар: арçынсемпе танах хĕрарăмсем те республика тулашне, Мускава, Анат Чулхулана, Хусана, ытти çĕре вăхăтлăх е сезонлă ĕçе тухса çÿреççĕ. Çакăн йышшисем Трак енре те сахал мар. Красноармейскинчи Тамара Герасимова та (ячĕпе хушаматне улăштарнă) хăйĕн тĕп ĕçне хăварса Мускаври пĕр предприятире тăрăшнă, общежитире тĕрлĕ наци хĕрарăмĕсемпе пурăннă, вĕсене икĕ ыйту — “Пур-и юрату, çулсем иртнĕ май çав туйăм упранса юлнă-и?” тата “Мускава мĕн тĕллевпе килтĕр?” — панă. Аяларах çав хуравсене пичетлетпĕр.
ЗИНА, Дагестан хĕра-рăмĕ, 4 ача амăшĕ.
Юрату? Эпĕ нихăçан та, никама та юратса курман. Хальхи упăшкана качча каймалла тенĕ те мăшăрланнă. Ăна эпĕ 4 сывă пепке çуратса панă. Мускава кăштах та пулин пенси укçине ÿстерме килтĕм.
НАДЯ, Таджик хĕра-рăмĕ, 3 ача амăшĕ.
Эп юрату мĕнне пĕлместĕп. 19 çулта качча кайнă. Пире пулас мăшăрпа куçа-куçăн пĕр хут кăтартнă та килтисем калаçса татăлса туй тунă.
Пирĕн патра ĕç тупма питех те йывăр. Упăшка Санкт-Петербургри стройкăсене ĕçе çÿрет. Хам, авă, çемье бюджетне пуянлатас тесе кунта тар тăкатăп.
САРРА, туркменка, 3 ача амăшĕ.
Мĕн юратăвĕ? Пĕрлешнĕ те пурăннă. Анчах упăшка мана нихăçан та кÿрентермен, алă çĕклесе курман. Пурнăç йĕр-келлех пыратчĕ пек. Анчах мă-шăр икĕ çул каялла рак чирĕпе чирлесе ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ. Пысăк хуйхăна сирес, кăмăла пусарас тесе ĕçлеме Мускава тухса килтĕм. Манăн юратупа телей — ачасем пурри. Тĕрĕссипе, вĕсемшĕн пурăнатăп. Кашнинех мăшăрлантарса пурнăç çулĕ çине кăлармалла.
ЮЛЯ, марийка, 43-ре, 2 ача амăшĕ.
Чун-чĕре юратăвĕ, чăн-чăн туйăм çамрăк чух çеç пулнă. Анчах килĕштернĕ çынна качча тухаймарăм. Пачах та юратман арçынпа, хамран 10 çул аслăскерпе, пĕрлешрĕмĕр. Халĕ, авă, иксĕмĕр Мускава ĕçлеме çÿретпĕр.
Çулла пахча çимĕç туса илетпĕр, совхоз туса панă виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнатпăр. Хĕлле вăрăм укçашăн çула тухатпăр.
НАТАША, мордва хĕра-рăмĕ, ача амăшĕ.
Сăнĕ-пичĕ илемлĕ пулнă манăн, шкул сакки çинче чылайăшĕ куç хыватчĕ, анчах хам юратма пĕлмен. Пĕр каччăпа паллашрăм, çие юлчĕ, пĕрлешрĕмĕр. Вăхăт иртрĕ, хваттерлĕ, машинлă пултăмăр. Вăл предпринимательте ĕçлетчĕ, киле килмен каçсем те чылай пулнă. Каярах упăшка тени пĕр еркĕнпе пурăннине пĕлтĕм. Анчах халăхра “Турри курать теççĕ” те вăл пĕр аварире вилчĕ.
Арçынсене куçпа курассăм килмест. Ачана хуняма пăхать. 2—3 уйăхра тăван ене кайса килетĕп.
ГУЛЯ, узбек хĕрарăмĕ, 34 çулта.
Паллах, пур юрату! Мĕнле-ха унсăрăн. Манăн упăшкам хамшăн уйăх та, çăлтăр та, хĕвел те, тĕрекĕм те. Мăшăрăм çар офицерне вĕренсе тухрĕ, 3 çуллăха контрактпа çар тивĕçне пурнăçлать. Мускавра иккĕмĕш хут вăхăтлăх ĕçре.
Ман шутпа, юрату туйăмне упрама пĕлмелле, вара кун-çул иртни те сисĕнмĕ.