20 июня 2008 г.
Республика кунĕн культура программи пуян. Кăçал вăл Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн XVI “Раççей çăл куçĕсем” фестивалĕпе тата Пĕтĕм Раççейри декоративлă прикладной искусство ăстисен япалисен VI “Ăстасен Руçĕ” конкурсне ирттерессипе те çыхăннă. Унпа пĕрлех Чăваш Енре пуçласа “Раççей юррисем” фестиваль-марафон иртĕ.
Шупашкарта, Елчĕкре, Муркашра, Çĕмĕрлере, Улатăрта тата Йĕпреçре “Русская песня” фестиваль тата çичĕ фольклор коллективĕ хăйсен пултарулăхне кăтартĕç.
Республика уявне Трак тăрăхĕнчен районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ (илемлĕх ертÿçи Н. Никоноров) хутшăнать.