20 июня 2008 г.
Футболла выляса Чăваш Республикин кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртура Красноармейскинчи “Факел” Шупашкарта кунти “Нектар” командăпа тĕл пулнă, стадион хуçисене 1:0 шутпа парăнтарнă. Çитес вăйăра, июнĕн 25-мĕшĕнче, пирĕн футболистсем килте Етĕрнери “Рубин” командăна йышăнаççĕ.
Футболла выляса республикăра мала тухассишĕн пыракан ăмăртун 5-мĕш турĕнче те “Факел” килтех ирттерет, июнĕн 21-мĕшĕнче вăл Шупашкарти “СК Центр” командăпа вылять.