АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕри тепринчен тĕслĕх илеççĕ

20 июня 2008 г.

 

Карай тăрăхĕнче пулнă май, яланхиллех, чăн малтан Карайри çыхăну уйрăмне кĕтĕм. Калаçу Людмила Петровна Алексеева начальникпа иксĕмĕр хушăра сыпăнчĕ.

— Кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн паллах, район хаçатне 60 экземпляр сартăмăр. Малтанхи шая çитеретпĕрех, — терĕ Людмила Петровна. — Хальлĕхе ку тĕлĕшпе Валентина Даниловапа Лариса Куприянова почтальонкăсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

“Кашни киле — “Ял пурнăçне” ĕмĕт-тĕллевпе вăй хурать коллектив. Райхаçатпа темиçе çул ĕнтĕ уйрăлми тус-юлташĕсен йышĕ нумайланни куç умĕнчех. Акă, Карайри чи ватă Варвара Филиппова, Наталия Сергеева, уй-хир бригадирĕ Валерий Малинин, Кÿлхĕрринчи Егор Хлебнов, Çырмапуçĕнчи Ольга Семенова район хыпарçине çулленех çырăнса илеççĕ, юратса вулаççĕ.

“Ял пурнăçне” Карай ял тăрăхĕн администрацийĕпе ялти вăтам шкулта тата “Караево” ял хуçалăх производство кооперативĕн правленийĕнче те, кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн ĕнтĕ, çырăннă.

— Пирĕн правлени аппаратĕнче мĕн пурĕ 9 çын ĕçлет. Çав йышра, ав, Галина Николаевна Семенова тĕп зоотехник район хаçачĕсĕр пурăнаймасть.

Сергей Спиридонов инженер-электрик та, сăмах май кăçал çемье çавăрчĕ, Чатукасси хĕр-упраçне — Катьăна — качча илчĕ, “Ял пурнăçне” çырăнса илме пулать, — хăй шухăшне пытармасть Николай Геннадьевич Кузьмин тĕп экономист. — Пĕри тепринчен тĕслĕх илетпĕр мар-и çав.

Вырăнлă сăмахсем. Николай Геннадьевича тав тумалла çеç çавăншăн.

Июнĕн 18-мĕшĕнче Карайри çыхăну уйрăмĕпе телефонпа шăнкăравласа çыхăнтăм.

— Пирĕн сăмах çирĕп. Икĕ-виçĕ кун хушшинче, акă, тата 5 экземпляр çырăнтартăмăр. Унчченхи шая çитетпĕрех, — кăмăллăн калаçрĕ çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Людмила Алексеева. — Ватти-вĕттипех район хаçатне вулаччăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика