20 июня 2008 г.
Районта ут çи ĕçĕсем пуçланчĕç. "Караево" ял хуçалăх производство кооперативĕ Трак енре чи малтан, унтан "Досаевора" нумай çул ÿсекен курăксене çулма тухрĕç.
Обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ытлăн-çитлĕн хĕл каçарма “Досаево” ял хуçалăх артелĕн кăçал утă — 250 тонна, улăм — 300, силос — 1525, фураж 350 тонна хатĕрлемелле.
Тусайсем кăçал, ытти çулсенчи евĕрех, çур акине вăхăтра тата пахалăхлă ирттерчĕç. Паян кунти уйсене пăхсан куç савăнать. Калча пур çĕрте те парка аталанать. Çанталăкĕ парсан, тырри те, улăмĕ те çителĕклех пулмалла.
Хуçалăхра нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ 364 гектар йышăнать. Хăш-пĕр уйсенче вăл ватăларах панă, çавăнпа та ăна çĕнетмелле. А. Егоров агроном пĕлтернĕ тăрăх, çав шутпах çуркуннепе çуртрисемпе пĕрле тепĕр 100 гектар нумай çул ÿсекен курăксем акса хăварнă.
Июнĕн 16-мĕшĕнче А. Якимов механизатор курăк çулмалли Е-302 нимĕç комбайнне вăрман хĕрринчи пусăна илсе тухнă. Кунта ÿхлĕм курăкĕпе люцерна хутăшĕ 105 гектар йышăнать. “Кăçал люцерна хăпармарĕ, лутра, ватăларах та кайрĕ ĕнтĕ, ăна çулса илсе, ыраш акма çĕр хатĕрлесшĕн”, — тет Анатолий Егорович.
Агроном каланă тăрăх, артелĕн “симĕс ĕççи” планне, ĕçшĕн тÿлемелли условисене туса хатĕрленĕ, вĕсемпе ут çине хутшăнакансене паллаштарнă.
Вăрман хĕрринче Е-302 комбайн пĕр тикĕс пырать. Руль умĕнче — А. Якимов. 6-мĕш ут çине хутшăнать Александр Леонидович.
— Ачи лайăх, итлет. Ĕнер кăнтăрла иртсен çулма тухнă та каçхи 11-ченех ĕçленĕ вăл, — лару-тăрупа паллаштарать 76 çулхи В. Налимов бригадир.
Е-302 косилка çаврăм хыççăн çаврăм тăвать, паккуссен хисепĕ ÿссе, çулмалли лаптăк вара пĕчĕкленсех пырать.
Районĕпе нумай çул ÿсекен курăксем 5519 гектар йышăнаççĕ. Çав шутран 1870 гектарĕ çинчине çулса утă тумалла, 3249 гектарĕнчипе вара силоспа сенаж хывма усă курмалла, юлашки 400 гектарне курăк вăрлăхĕ хатĕрлеме хăвармалла.
Выльăх апачĕ хатĕрлес çĕрте технологине çирĕп пăхăнса ĕçлени питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен çапла çеç эпир пахалăхлă утă, сенаж, силос янтăлама пултаратпăр. Кун пек апата выльăх юратса çиет тата унăн продуктивлăхĕ те пысăкрах пулать.
Тата тепĕр сĕнÿ: сенаж-силос хывнă чух кĕвелĕкпе (вăл апатăн йÿçеклĕхне (кислотноçне) ÿсме чарать, çу тата уксус кислотисене пысăкланма, апата пăсăлма памасть) анлăн усă курмалла. Унăн пĕр литрĕ 100 тонна симĕс масса хывма çитет, хакĕ — 300 тенкĕ. Çак паха препарата Чулхуларан илсе килсех параççĕ.
Пĕр литр кĕвелĕк 10—15 тонна сенаж-силоса перекетлеме, ăна упранă чух пулакан тăкаксене 10—12 процент пĕчĕклетме май парать.