АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç илемĕ

20 июня 2008 г.

 

Кăмăл туртăмĕпе, чун-чĕре хавалĕпе ик-виç сăмахпа та пулин чарăнса тăрас килчĕ ман Анисимовсен кил-йышĕ çинчен. Хамăн “Çеруш таврашĕ” кĕнекере те вĕсен йăх-несĕлĕ çинчен вулаканăмăрсене паллаштарнăччĕ-ха. Валерий Ивановичпа Людмила Сергеевна Красноармейски ялĕнче пурăнаççĕ, иккĕшĕ те газ уçлакан станцире вăй хураççĕ. Вĕсен пĕр ывăл — Сергей, йăваш кăмăллă каччă. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электротехника факультетĕнче вĕренет.

— Эпĕ аттепе аннен виççĕмĕш ачи 50 çул çак тĕнчере пурăнатăп, — тет Людмила Сергеевна. — 1958 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче кун çути курнă. 1975 çулта Упири вăтам шкултан вĕренсе тухрăм, Шупашкарти планпа экономика техникумĕнче вĕренсе алла диплом илнĕ хыççăн Красноармейскинчи райпора бухгалтер ĕçне кÿлĕнтĕм. Халĕ вара чĕрĕк ĕмĕре яхăн хам юратнă ĕçпех газ уçлакан станцире тимлетĕп, — ăшшăн сăмахлать Людмила Сергеевна.

Пултаруллă та ĕçчен мăшăра ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе чысланă.

Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Людмила Сергеевна хăйĕн 50 çулхи менелникне паллă тума хатĕрленет. Эпĕ те ырă çыннăмăра, Çеруш таврашĕн капăр çеçкине, Людмила Сергеевнана, ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунса уяв ячĕпе саламлатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика