АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинеми кăмăллă

20 июня 2008 г.

 

Ял варринчи кирпĕч çурта çын кĕре-кĕре тухать. Лавкка ку.

— Эпĕ те çаврăнса çитрĕм-ха. Çăкăр туянасшăнччĕ. Надеждăпа Зоя вăй хуракан лавккана кĕме-тухма кăмăллă. Кĕтĕмĕр-и? — хăмăр куçĕсемпе шăтарасла пăхрĕ кинемей. — Кĕтĕмĕр-и? Ефросинья Григорьевапа калаçрăм иккен. 75 çул çине пуснă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен ялти фермăра ĕçленĕ. Ĕнесем сунă.

— Сывлăх пултăр сире, — ырă сунтăмăр сутуçăна. — Килсе курас терĕмĕр. Надежда Николаевна Александрова пире тарават йышăнчĕ. Виçсĕмĕр хушăра сăмах çăмхине сÿтнипе пĕрлех тавар туянма пынă çынсене те тивĕçтерчĕ. Васнар лавккинче пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ. Кăçалхи июнь уйăхĕнче прилавок умне тăнăранпа 30 çул çитет.

— Зоя Николаевна Христофоровапа пĕрле тăрăшат-пăр. Пирĕн плансем пĕчĕк мар. Акă, май уйăхĕнче çынсене 322 пин тенкĕлĕх тавар сутрăмăр, — умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ Н. Александрова. — Ĕçлесен пулатех, пурнăçланатех.

Лавккана çынсенчен сĕт пухассине йĕркеленĕ. Васнарти Яша Никитин, Лиза Петрова, Роза Степанова, Гена Прокопьев куллен 9—11-шер килограмм сĕт параççĕ. Çапла кашни кун 100—130 литр сĕт пуçтарăнать.

Н. Александрова республикăра, районти сутуçăсен йышĕнче хисеплĕ хĕрарăм. “Потребкоопераци ĕçченĕн отличникĕ” паллăна тивĕçнĕ Надежда. Ăнăçусем сире малашне те.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика