АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Трак ен халăхĕ савăнчĕ

20 июня 2008 г.

 

Июнĕн 12-мĕшĕнче Трак ен халăхĕ пĕр харăс виçĕ уява — Раççейĕн никама пăхăнманлăх кунне, тĕн уявне — Çимĕк эрни пуçланнине тата районти Ĕçпе юрă уявне — Ака туя — паллă турĕ. Çанталăкĕ те çав кун хитре пулчĕ (пĕр 14 сехетсенелле пĕлĕтсем капланса килсе хăраткаларĕç-ха, унтан вĕсем, çĕр ĕçченĕ хастар ĕç хыççăн тивĕçлипе кантăр тенĕн, сирĕлчĕç те каллех тÿперен сар хĕвел хăйĕн ылтăн шевлисене çĕр çине сапаларĕ, кашнине праçник ячĕпе саламласа пит-куçран ачашшăн çупăрларĕ. Кăçалхи Ака туя Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкне, хамăр ентеш СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш тата Дагестан республикисен искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ Ф. М. Лукин композитор çуралнăранпа 95 çул тултарнине халалланă.

Ака туй лапамĕнче, “Факел” стадионта ир-ирех ĕçлĕ халăх хĕвĕшрĕ. Праçнике килекенсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшакансем: апат пĕçерекенсемпе сутуçăсем, тĕрлĕрен спорт вăййисем ирттерекенсем тата ыттисем 8 сехет тĕлне пурне те хатĕрлесе çитернĕ, кăвак çутла тенĕ пекех вĕсем ура çинче, канăçа çухатнă. Ака туй лапамне капăр илемлетсе тухнă, стадиона иртнĕ çĕрте, сулахайра, карусель ача-пăчана чăтăмлăн кĕтет. Аяларах ачасен ĕçĕсене, уйрăм çынсем ăсталанă япаласене вырнаçтарса тухнă. Вĕсене пахалама тата туянма та пулать. Яманакри алă ăсти Петр Иванов та çулленхи евĕрех пуш алăпа килмен, хăй ăсталаса тунă япаласене хаваспах çынсене сĕнет.

Унтан аяларахра суту-илÿ точкисем вырнаçнă, аяккинче вара ял тăрăхĕсенчи алă тата апат-çимĕç ăстисен куравне йĕркеленĕ. Ун хыçĕнчи катара столовăйсем вырнаçса тухнă. Ял тăрăхĕсенчен Красноармейски ял тăрăхĕ пуринчен те малтан, хăйĕн вырăнне илемлетсе, ал ĕçĕсемпе апат-çимĕçне вырнаçтарса тухнă, алă ăстисен куравне хатĕр. “Пире кая юлсан намăс та,” — кăмăллăн сăмахлать ку ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Трофимов. Ял тăрăхĕнче çар учечĕ енĕпе ĕçлекен З. Т. Иванован, Н. А. Прокопьевапа З. А. Степанова ĕçченсен ал ĕçне пăхса ытармалла мар, хăйсен тĕррисемпе кавирĕсене тата ыттине вĕсем епле çепĕç те илемлĕ хатĕрленĕ.

Ака туя, кĕске сăмах каласа, район пуçлăхĕ С. Николаев уçрĕ. Çав ятпа “Çур аки-2008” чемпионĕ С. М. Иванов (“Таябинка”) механизатор — Раççей Федерацийĕн, “Выльăх-чĕрлĕх пăхакан-чемпион” Г. П. Анисимова (В. Васильева ХФХ) — Чăваш Республикин Патшалăх тата “Красное Сормово” хуçалăх ертÿçи С. П. Иванов хамăр район Ялавĕсене çĕклерĕç.

Районти художество пултарулăх коллективĕсен членĕсемпе ача-пăча искусство шкулне çÿрекенсен пĕр ушкăнĕ “Савнă çĕрĕм — Трак ен” хореографи композицине кăтартрĕç. Станислав Андреевич стадиона пынисене уявсем ячĕпе ăшшăн саламланă май, Трак енсен ĕçри тата спортри çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Н. В. Суслонова ЧР Президенчĕн саламне вуласа пачĕ, çÿлерех асăннă уявсен тата медицина ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе районти медиксене (ку професси уявне пирĕн çĕр-шывра çулленех июнĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ) ыр сунчĕ, сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници" муниципаллă учрежденийĕ валли республикăран 250 ытла пин тенкĕлĕх стоматологи оборудованийĕ пани çинчен çирĕплетекен хута район пуçлăхне С. Николаева тыттарчĕ. Трак ен халăхне çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕн К. Косачевăн пулăшаканĕ А. М. Разумов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ И. Мадьянов, Куçман пурлăх обăекчĕсен кадастрĕн федераллă агентствин ЧР управленийĕн ертÿçи, хамăр ентеш В. Г. Егоров, Мари республикинчи хамăрпа 20 ытла çул туслă тупăшса ĕçлекен Морки районĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В. И. Иванов, Чăвашпотребсоюз канашĕн представителĕ Л. К. Антонова тата ыттисем саламларĕç.

Кĕç-вĕç çур акипе выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас тапхăрта палăрнисене — С. М. Иванов механизаторпа (“Таябинка”) Г. П. Анисимова ĕне сăвакана (В. Васильева ХФХ) — чемпион хăйăвĕсемпе савăнăçлă лару-тăрура чысларĕç, кун хыççăн ытти отрасльсенче палăрнисене те парнесем илме черет çитрĕ.

РФ Перекет банкĕн Шупашкарти управленийĕн представителĕ А. М. Белов хăйсемпе тачă çыхăнса ĕçлекен предприятисемпе хуçалăхсен ертÿçисене, Л. К. Антонова (Чăвашпотребсоюз) райпори хастарсене чысларĕç.

Районти художество пултарулăх коллективĕсен концертне районăн пĕрлештернĕ хорĕ пуçларĕ, ăна Ф. М. Лукинăн “Хăмла пахчи” сюитипе вĕçлерĕ. Унтан сцена çине уйрăм пултарулăх коллективĕсен членĕсем: Заволжскинчи “Капелла” тата ыттисем черетпе тухрĕç, хăйсен юрри-ташшипе халăха тыткăна илчĕç. Уйрăмах çынсем районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕн, кунти “Трак ен”, Алманч ял тăрăхĕнчи “Кăйкăр” фольклор ушкăнĕсен, Заволжски ЛПУМГ клуб çумĕнчи пултарулăх ĕçченĕсен юрри-ташшине киленсе пăхрĕç, лайăх йышăнчĕç.

4 сехете яхăн пычĕ концерт. Çав хушăра халăх сцена патĕнчен татăлма пĕлмерĕ. Стадионта ку вăхăтра тĕрлĕ спорт вăййисем: дартс, шашка-шахмат, волейбол енĕпе пычĕç, ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем вăй виçрĕç. Вĕсенче палăрнисене хаклă парнесемпе тата дипломсемпе чысларĕç. Л. Павлов (ирĕклĕ майпа кĕрешесси) тĕп парнене — така — çĕнсе илчĕ.

Пĕр сăмахпа каласан, уява килнисене тунсăхлама сăлтав пулмарĕ Ака туйра. Ĕçлесе ĕшеннĕ халăх унта пулса чун килениччен канчĕ. Тус-юлташĕсемпе тĕл пулса калаçса чунне уçрĕ, ут çи тата ытти ĕçсем валли вăй-хал пухрĕ, шÿрпе, шашлăк, пылак çимĕçсем тутанчĕ тата ытти те.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика