АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тĕллеве пурнăçа кĕртесси” тренинг

20 июня 2008 г.

 

Юлашки вăхăтра пирĕн ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçсĕр тесе учета илнĕ тĕрлĕ категорири çынсемпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттерет. Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче “Успешная женщина” профориентаци эрнин шучĕпе ĕçсĕр тăрса юлнă хĕрарăмсем валли “Тĕллеве пурнăçа кĕртесси” (“Достижение цели”) ятлă тренинг ирттертĕмĕр. Унта республикăри “Аспект” вĕрентÿпе методика центрĕн психологĕ М. А. Трясугина та хутшăнчĕ.

Занятисем икĕ кун хушши пычĕç. Çак тапхăрта 10 хĕрарăм ĕç шырамалли сĕнÿсемпе паллашрĕç, эмоциллĕ çирĕплĕхе, тÿсĕмлĕхпе чăтăмлăха ÿстерчĕç, психикăлла лару-тăрура саморегуляци мелĕсене вĕренчĕç. Занятисенче тĕрлĕрен методикăпа формăсемпе усă курма тăрăшрăмăр: ролевой тата ĕçлĕ вăйăсем, дискуссисем, тестировани, психогимнастика упражненийĕсем. Çĕнĕ мелсене ĕçе кĕртни занятисене интереслĕ, илĕртÿллĕ, çÿллĕ шайра ирттерме май пачĕ.

Çак мероприятие хутшăннисем тренингпа питĕ кăмăллă юлчĕç. Кăна вĕсен активлăхĕпе те, занятие хак панипе те палăртма пулать. Юлашкинчен хĕрарăмсене “Тĕллеве пурнăçа кĕртесси” программăпа 12 сехетлĕх занятисенче вĕреннин сертификачĕсене патăмăр. Тренинг хыççăн пĕр хĕрача обществăлла ĕçе вырнаçма, иккĕшĕ ПЭВМ операторĕн специальноçне илме пулчĕç.

Ку хушăра эпир социаллă адаптаци программипе килĕшÿллĕн икĕ инвалидпа уйрăммăн профессиллĕ консультаци йĕркелерĕмĕр. Кашниех психологпа курнăçрĕ, хăйĕн хуйхи-суйхи çинчен каласа пачĕ. Кунта илнĕ пĕлÿ пирĕн хĕрарăмсене малашнехи пурнăçра питех те кирлĕ пулĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика