20 июня 2008 г.
(Шкулта вĕреннĕ вăхăтра çырса хунă блокнотран)
“Сана вĕрентнĕ пĕрремĕш учитель кам-ши?” тесе ыйтсан, ĕнерхи шкул ачи те, 10-20-30 çул каялла шкул сакки çинчен анни те ăна ячĕпе, ашшĕ ячĕпе хуравлать. Вĕсем пĕр тăхтаса тăмасăр вĕренÿ тĕнчин пĕрремĕш утăмĕсене аса илĕç. Мĕнле манăн-ха çав самантсене, пĕрремĕш учителе? Пурте куç умĕнчех-çке: сас паллисене, “анне”, “атте” сăмахсене çырма-калама вĕренни, хушма, кăларма хăнăхни.
...Чылай пулать çĕре кĕни Арсентий Герасимович Герасимовăн. Анчах пĕрремĕш учителе ниепле те манаймастăп. Утнăçемĕн кăчăрт-кăчăрт тăвакан урари икĕ протезăн сассисем халĕ те хăлхара. Утма йывăр пулнă пирки çамки çине тапса тухакан пăчăр-пăчăр тарне сăмса тутрипе шăлса илетчĕ салтак-фронтовик.
А. Герасимов 1921 çулхи юпа уйăхĕнче Туçи Чуракассинче çуралнă. Ялти тăватă, Шывпуçĕнчи çичĕ класлă шкулсене лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Çав çулах пиччĕшĕ хистенипе Улатăрти педагогика техникумне çул тытнă, экзаменсене ăнăçлă парса студент пулса тăнă. 1940 çулта, алла диплом илсен, направленипе çамрăка ун чухнехи Шăхасан районĕнчи Ямаш шкулне ĕçлеме яраççĕ. 1941 çулхи çуркунне А. Герасимовăн салтак ячĕ тухать, служба кунĕсем Крым çур утравĕнче иртеççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан пĕрремĕш кунсенчех хаяр çапăçăва кĕнĕ ентеш. Сочи хулишĕн пынă хаяр çапăçусене хутшăннă... Пирĕннисем тăшмана хирĕç кар! тăнă, ăна хула еннелле пĕр утăм та малалла яман. Пĕр çапăçура Арсентий Герасимович минă çине пырса лекет. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче, ура тупанĕсене татнă хыççăн, санчаçрен протезпа, костыльпе тăван яла таврăнать. Темле чăтăмлăхĕ çитнĕ, чунĕ çамрăк пулнă çав вăхăтра. Арсентий Герасимович вут пек çунать, хурланать, асапланать: хаяр вăрçă пынă чухне тăр пĕччен çыншăн килте ларасси ытла та кичем-çке. Йывăр вăхăт. Ялти мĕн пур ĕçе ватти-вĕтти пурнăçлать. Утма кансĕр пулнипе пĕр вăхăт А. Герасимов тăван килне хирĕç фермăна хуралçăна вырнаçать. 1943 çулта вара пиччĕшĕ, Василий Герасимович, фронтран хăрах урасăр таврăнать. Ĕнерхи замполита колхоз председательне лартаççĕ. Ялта вĕреннĕ çынсем сахал, вăл шăллĕне, Арсентие, хуçалăх счетоводне ĕçе илет. “Вăхăт çавăн пек халь, тÿсес пулать”, — тенĕ В. Герасимов. Çав çулах Арсентий ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче тăрăшакан Вера санитаркăпа çемье тĕвĕлет. Халĕ Верук кинеми 87 çулта, ялта ăна мăнукĕпе уçăлса çÿренине тăтăшах курма пулать. Икĕ хĕрпе тăватă ывăл çитĕнтернĕ çак ĕçчен те пултаруллă çемье. Кинемей иртнĕ вăрçăра мăшăрĕн паттăрлăхшăн панă наградисене халĕ те типтерлĕн упрать. А. Герасимовăн кун-çулĕ йывăр та тумхахлă пулнă пулин те, вăл учитель ĕçĕнче чĕрĕк ĕмĕр ытла тăрăшнă. Хаклă çыннăмăр пĕлÿ панисенчен нумайăшĕ вĕрентекенĕн профессине суйласа илнĕ, паян унăн ĕçне малалла тăсать.