АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп тымар

20 июня 2008 г.

 

Пирĕн йăх-несĕл историйĕ пысăк та пуян. Унпа савăнатăп та, мухтанатăп та. Йăх тымарĕнче Андрей Матвеевич Матвеев учитель паллă вырăн йышăнать. Вăл асаннен шăллĕ пулнă. Шел, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хума тивнĕ ăна. Иван Анисимович Патмар вара пире асатте енчен тăван лекет. Асатте — Илья Антонович Антонов — 1915 çулта Çирĕклĕ ялĕнче çуралнă. Ашшĕ вилсен амăшĕпе пĕрле Танăша куçса килнĕ вĕсем. 1939 çулта асаттене çара илеççĕ. Вăл финн вăрçине лекет, пулеметчик пулса çапăçать. Паттăр салтак иртнĕ вăрçа та хутшăнать, Ленинград фронтĕнче çапăçать. Тăван тăрăха ыррăн та сыввăн таврăнать вăл. Мирлĕ ĕçе кÿлĕнсен, тимĕрçĕре, конюхра вăй хурать. Унăн алли чăнахах ылтăн пулнă çав. Вăл кăçатă та йăваланă, кăмака та тунă, ăста платник те пулнă. Мĕн чухлĕ çынна çурт-йĕр çавăрма пулăшман-ши?

1938 çулта вăл асаннепе пĕрлешнĕ, çулталăкран çемьере ывăл ача çуралнă, Валерий ят панă ăна. В. И. Антонов Шупашкарти 1312 автоколонна директорĕнче ĕçленĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Сăмах май асаттепе асанне 5 ывăл пăхса ÿстернĕ. Эпĕ ватăсен кĕçĕн ывăлĕн хĕрĕ пулатăп. Манăн тата аппапа пичче пур. Аттене Леонид Ильич, аннене Лилия Пантелеймоновна тесе чĕнеççĕ. Эпĕ вĕсене пурне те юрататăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика