АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юнлă тытăçусем витĕр

20 июня 2008 г.

 

Тĕнче историйĕнче этемлĕхĕн ăс-тăнĕнче манăçми йĕр хăварнă событисем нумаях мар. Вĕсенчен пĕри — 1943 çулхи çулла совет çарĕсем Курск пĕккинчи питех те хаяр çапăçусене çĕнтерÿпе вĕçлесе Днепр юхан шывĕ хĕррине тухни. Çапла майпа иккĕмĕш тĕнче вăрçинче татăклă улшăну пулса иртнĕ.

Курск пĕккинчи çапăçусем оборона тата наступлени операцийĕсенчен тăнă. Çак çапăçусене ирттерме тăшман 50 дивизие яхăн, 16 пин оруди тата 2700 танк, икĕ пин ытла самолет уйăрнă. Вăл çакăнта хăйĕн çĕнĕ йышши танкĕсемпе самолечĕсенче пысăк шанăç курнă.

Тăшман июлĕн 5-мĕшĕнче ир енне наступлени пуçласса пирĕн командовани питĕ аван пĕлнĕ. Çавăнпа çак операци пуçланас умĕн пирĕн авиаципе артиллери тăшманăн çарĕсене сасартăк питĕ вăйлăн тапăнса кĕнĕ, фашистсем пысăк çухату тÿснĕ. Çапах та вăл наступление куçма пултарнă. Тăшманăн салтаксен йышĕ те, хĕç-пăшал хисепĕ те пирĕннинчен нумайрах пулнă пулин те, вăл Хĕрлĕ Çарăн вăйлă оборонине аркатма пултарайман. 1943 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче Прохоровка çывăхĕнче иккĕмĕш тĕнче вăрçинчи танксен питех вăйлă çапăçăвĕ пулса иртнĕ. Унта икĕ енчен 1200 танк хутшăннă. Тăшман, пĕр кунта, 350 ытла танкпа 10 пин салтакпа офицера çухатнă.

Ку тытăçусем Курск пĕккинчи çапăçусенче тăшмана татăклăн çĕмĕрсе тăкнине кăтартса панă. Воронеж тата Степной фронтсен çарĕсем контрнаступление куçнă. Пирĕн çарсем тăшмана хĕвел анăçнелле хăвалама пуçланă. Августăн 5-мĕшĕнче Орелпа Белгород хулисене ирĕке кăларнă. Çав ятпа каçхине Мускавра артиллери салючĕ панă. Августăн 23-мĕшĕнче вара Харьков хулине ирĕке кăларнă, Курск пĕккинче çĕнтерÿ тунă. 50 кунпа каç тăватă миллион ытла çын юнлă тытăçусене хутшăннă, вилĕмпе куçа-куçăн тăнă.

Кăçалхи августăн 23-мĕшĕнче нимĕç захватчикĕсене Курск пĕккинче çапса аркатнăранпа 65 çул çитет. Кунти юнлă та хĕрÿ тытăçусене Трак тăрăхĕнчен те чылайăн хутшăннă. Шел, çулĕсем иртнĕ майăн вĕсен йышĕ сахаллансах пырать. Халĕ пирĕн тăрăхра Курск пĕккинчи çапăçусенче пулнисем 5-ĕн пурăнаççĕ: А. А. Александров (Кушар), Н. А. Александров (Туçи Чуракасси), В. В. Васильев (Енĕшкасси), Н. В. Васильев (Пикшик), Я. Г. Григорьев (Анат Кушар).

Раççей Президенчĕн Атăл çи федераллă округĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕн В. Ю. Зоринăн хушăвĕпе Курск пĕккинче çапса аркатнăранпа 65 çул çитнĕ май ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерстви паттăрсене халалланă материалсен конкурсĕсене ирттерме палăртнă. Хаклă вулаканăмăрсем, тен, сирĕн пĕлĕшсем, ентешсем асăннă çапăçусене хутшăннă. “Ял пурнăçĕ” хаçат редакцийĕ сирĕнтен çырусем, сăн ÿкерчĕксем кĕтет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика