17 июня 2008 г.
(Шÿт)
Тăрăшсан та, теприсен
Ача çук-çке. Ах, анчах
Хĕветÿç кĕтмен çĕртен
Туса пачĕ виç ача.
Виç ача — виç чăмăркка, —
Ĕçлĕ пултăм кашнинпе.
Виç ачашăн виç сăпка
Пÿрте çакрăм йĕркипе.
Кутăнлашрĕç макăрса
Хăлхасем лÿп пуличчен.
Куç курман çĕре тухса
Тарас килчĕ вĕсенчен.
Ялти латсăр чĕлхесем
Сăмах сарчĕç епресе:
“Хĕветÿçĕн ачисем
Микуçпа пулман”, — тесе.
Шан-ха арăма тÿрех...
Вăн Наçтуç тем сăлтавпа
Кĕркури пур çĕртенех
Ача турĕ Куçмапа.
Хамăн ăш вăрканине
Палăртмарăм арăма.
Качака Мархви патне
Кайрăм юмăç пăхтарма.
“Арăм, — терĕм, — виç ача
Туса пачĕ ăнсăртран.
Ашшĕ кам-ши? Ах, анчах
Тем те кĕтĕн арăмран”.
“Эппин, — терĕ вăл, — кулса, —
Эс те пулăш-ха ватта.
Хĕл сивви умра. Çурса
Пар-ха çак пур-çук вутта”.
Вут çурса тем хушăра
Купаларăм пĕр çĕре.
Качака Мархви вара
Куншăн савăнчĕ сĕре.
Ман çамка çине унтан
Хучĕ виç хутчен хĕрес.
“Микуç, — терĕ, — ан кулян, —
Ачусен чăн ашшĕ эс”.
Киле вĕçнĕ пек чупса
Килтĕм юмăç патĕнчен.
Арăма ыталаса
Чăп чуп турăм сисиччен.
“Пĕлтерет-ши ку мĕне?” —
Ыйтрĕ вăл куçран пăхса.
“Эп сана юратнине”, —
“Терĕм ăшшăн йăл кулса.