17 июня 2008 г.
Малти Карăк Мăн Шетмĕ юхан шывĕн хĕрринче, сăртра вырнаçнă. Шăнкăр-шăнкăр шыв сассипе пурăнать вăл. Шăнкăртатса юхакан юхан шыв сассипе вăранать. Пĕчĕк ялти çынсем çинчен ĕнтĕ манăн тĕрленчĕксем.
Пачах туртмасть
Ансăр урам çырмаран пуçланать. Константин Иванов ячĕллĕ... Çул тăвалла. Урамăн сулахай енчи капмар çуртăн хапхи çумĕнчи сак çинче арçын ларать. Малти Карăкри хисеплĕ çын Алексей Моисеев ку. Çитмĕлмĕш çулсенченех пĕлетĕп ăна. Унăн пурнăçĕнчи ытларах çулĕсем “Красноармейский” совхозпа çыхăннă. Тимĕрçĕре ĕçленĕ. Çав вăхăтрах 14 çул комбайнера пулăшаканĕнче вăй хунă. Тимлĕхпе тĕрĕслев ĕçне чун-чĕрепе парăннипех пуль 33 çул ревизи комиссийĕн йышĕнче пулнă.
— Ялта мана ытларахăшĕ Алексей теççĕ. “Дисциплина” тенипе тата пĕлменни-палламанни çукрах, — хăй калассине уçрĕ ватă. — Витĕмлĕ сăмах, паллах...
Хушма ятшăн ÿкĕнмест Алексей. Çитмĕлмĕш çулсенчи вăхăта аса илчĕ тăруках. Тулă пуссинче юлашки çаврăм тунă ун чух. Çумăр капланса киличчен лаптăка васкавлă вырса çапма палăртнă. Кашни минут шутра-çке. Шел, çав шутлă, хура пĕлĕтсем капланнă самантра районти яваплă çынсем персе çитнĕ. Вĕсем те вырма ĕçĕ-хĕлĕпе интересленнĕ ĕнтĕ.
— Дисциплина кирлĕ. Пире ан чăрмантарăр-ха, — хаклă вăхăта халап-юмах çаптарса çухатнăшăн хăй кăмăлсăр юлнине пытарман комбайнера пулăшаканĕ — Алексей Моисеев. — Тепĕр чух сăмахлăпăр.
Çак çирĕп сăмах çийĕнчех райхаçатри материалта та вырăн тупнă. Мĕн тăвăн?..
Алексей Моисеев Хĕлеç хĕрне — Мария Петровнана качча илнĕ. Пĕлтĕрхи июнĕн 15-мĕшĕнче иккĕшĕ татуллă çемьене чăмăртаннăранпа çур ĕмĕр çитнине чаплăн уявланă. Кĕреке пухнă, ташланă, юрланă...
— Килте юратнă мăшăрпа, ывăлăмпа, кинĕмпе пурăнатăн эпĕ. Мăнукăмăрсем — Ксюша — улттăмĕш, Лена — иккĕмĕш классенче вĕренеççĕ. Аван ĕлкĕрсе пыраççĕ, — йăл кулăпах пĕлтерет кил хуçи. — Тăватă хĕрпе виçĕ ывăл çитĕнтернĕ эпир.
Мăшăрĕпе, ачисемпе тата мăнукĕсемпе чăннипех мухтанать. Çитес çулхи октябрĕн 5-мĕшĕнче 75 çул тултарать А. Моисеев. 1966 çултанпа вара çăвара пирус-чĕлĕм хыпмасть.
— Ялта пачах туртманни эпĕ, — сывпуллашрĕ ватă. — Тепре куриччен...
Ырă йĕр
Августина Егоровна Егорова сакăр вуннă урлă каçнă хĕрарăм. Пушмаккассинче (Вутлан ялĕ) çуралнă вăл. Çав тери çепĕç сăмахлать. Уйрăлма та йывăр унран.
— Пирĕн урама вырăсла “Полевая” теççĕ. Чăвашла “Уй-хир” тени пулать пуль, — кил хушшинелле чĕнчĕ ырă хĕрарăм. — Ваççăна упраймарăмăр çав.
Упăшкине аса илчĕ Августина. Виçĕ çул кĕçĕнрехччĕ хăйĕнчен. 46 çул иккĕшĕ шăкăлтатса пурăнчĕç. Уй! уй! тарăхса шурă куçпа пăхма-и?! Çав тери ĕçчен, хыпăнчăк чунлă çынччĕ Василий Михайлов. Алли пур ĕçе те ларнă.
Çук, пурăнаймарĕ çав. Ырă çыннăмăр 2002 çулхи август уйăхĕнче çĕре кĕчĕ. Ăнсăртран чир çапса хуçрĕ...
Августина кил-хуçалăхпа паллаштарчĕ мана. Кивви çумне тĕксе тунă кирпĕчрен купаланă çурта кĕрсе тухрăм. Çут çанталăк газĕ кĕртнипе аслăлатнă-мĕн пÿрте.
— Кĕрĕр, кĕрĕр, — тарават йышăнчĕç ватăн ывăлĕпĕ кинĕ. — Ларса канăр.
— Вальăпа Владике, Верăна çуратнă эпĕ. Пурте çемьеллĕ. Ывăлăм, акă, тĕп килте тĕпленчĕ, райбольницăра ĕçлет. Мăшăрĕ — Фаина — çавăнтах ĕç тупрĕ, — паллаштарчĕ А. Егорова. — Пÿрт-çурта çĕнетессипе газ кĕртес ĕçсем ытларах çамрăксем çине тиенчĕç ĕнтĕ.
Михайловсен хуçалăхĕнче тирпей-илем, тимлĕх хуçаланни куç умĕнчех. Кăна ывăлĕпе кинĕ тата вĕсен Тимурпа Аня ятлă ачисем чăн малтанах хăйсемшĕн чи хаклă амăшĕнчен, асламăшĕнчен — Августина Егоровнаран — вĕреннипе хăнăхнă. Владикăн та ашшĕ пекех платнике те, кирпĕч купаласси те ал ларать. Мăшăрĕ — Фаина — вара вĕлле хурчĕсем ĕрчетессипе, пыл илессипе ăстаçă. Пыл чейĕ те сиплĕ пулчĕ унăн.
Августина Егоровнапа Василий Михайлович çитмĕл-мĕш çулсенче райхаçат редакцийĕпе типографийĕнче те ĕçленĕ. Пĕри — техслужащи, тепри — кочегар. Иккĕшĕ те сăпайлă, пултаруллă, тирпейлĕ çынсем пулнипе ырă йĕр хыврĕç.
— Район хаçатне халĕ те алăран пăрахмастăр эсир. Сĕтел çинче выртать, ав, — хам ыйтассине систертĕм ватă хĕрарăма. — Эсир пирĕнпе пĕрле çумма-çуммăн пулнине çирĕплетет те хаçат...
— Тĕп-тĕрĕсех... “Ял пурнăçĕпе” яланах пĕрле, çума-çуммăн утнă, пурăннă, пурăнатпăр та, — çирĕппĕн хуравларĕ Августина. — Малтикарăксем ку тĕлĕшпе ырă тĕслĕхлĕ, çав шутра — Михайловсем те.