АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утар çырми

17 июня 2008 г.

 

Красноармейски салине икке пайлакан çырмана мĕн эп ас тăвассах Утар çырми тесе хисеплеççĕ. Сала çумĕнчи вăрмантан темиçе юпăпа тухать те вăл пĕр çырмана пĕрлешсе, çур çĕр еннелле тăсăлса, Мăн Шетмĕ юхан шывне пырса кĕрет. Çырма тĕпĕнче çулталăкĕпех шыв шăнкăртатать. Унăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ виçĕ çухрăмран иртет. Юпписем пурте çеремленнĕ, ишĕлсе вăрмантан тухакан сылтăм юппине Тиха çырми теççĕ. Мĕншĕн çапла калани паллă мар. Тен кунта тахçан выртмана тухсан такамăн кĕсри хăмланă? Калама йывăр. Эп ача чухнех кунти вăрман лаптăкне вĕт вăрман тесе калатчĕç. Утмăл çул каялла çак вырăнта çамрăк хунавсем кăна çитĕнетчĕç. Çырман вăрмантан тухакан сулахай юппине Мур карти çырми теççĕ. Ячĕ ăçтан тухни каламасăрах паллă. Çак çырма хĕррипе ĕлĕкрех вилнĕ выльăхсене пытаратчĕç. Асăннă икĕ çырма пĕрлешсе Утар çырмине куçаççĕ. Утар çырми тăрăх пĕр икçĕр метр аялалла ансан, кăнтăр хĕвелтухăç еннелле чылаях пысăк тепĕр çырма кĕрсе каять. Вăл вăрман хĕрринех çитет. Çырман аялти пайĕ пĕве айне пулнă. Шыв таппи Кив çурт çăлĕ патнех çитет. Çак вăрман Кив çурт çăлĕ патне çитекен пайне Кив çурт çырми тесе хисепленĕ. Малалла кăнтăралла тăсăлакан пайне Тракка çырми теççĕ. Кив çурт çырми Утар çырмипе пĕрлешнĕ сăмсаха Силекке сăмсахĕ теççĕ. Çĕршер çул каялла çак вырăнти вăрманта çынсем пурăннă. Кив çурт çăлĕ Утар çырминче кăна мар, таврари чи хăватлă çăл куçсенчен пĕри шутланнă. Çăла тарăн чавса антарманччĕ, çиеле хăвăл каска вырнаçтарнăччĕ. Апла пулсан та унăн таса та тутлă шывĕ такам валли те çитнĕ. Трак сали нихăçан та çăл шывĕнчен пуян пулман. Çавна май хăй вăхăтĕнче районти çăкăр завочĕ валли Кив çурт çăлĕнчен шыв турттарнă. Çăлпа юнашар самаях пысăк йăмра çитĕнетчĕ. Ăна Трак çынни Иван Ванифатьев лартнă тетчĕç. Ватăлнăччĕ ĕнтĕ вăл, варри çĕрĕшнĕччĕ. Сала аталанса кăнтăралла сарăлнă май, юнашар вырнаçнă çуртсенче пурăнакансен ачисем йăмрана чĕртсе çунтарса ячĕç. Çăлне те йĕркене кĕртме кăмăл тăвакансем тупăнчĕç. Анчах та ĕçе вĕçне çитерейменнине пула çăл куçĕ хăй çулне улăштарчĕ, халĕ шыв пĕвене аялтан тухать.

Çĕршер çул каялла Трак ялĕн тĕп вырăнĕ те çак çăл куçĕ çывăхĕнче пулнă иккен. Ватăсем каланă тăрăх, вăл хальхи иккĕмĕш вăтам шкул çывăхĕнче пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ çырми те Тракка ячĕпе хисепленет.

Кив çурт çырминчен кăшт аяларах кăнтăр хĕвел анăç еннелле пысăках мар çырма тăсăлать. Ăна Чирккешке çырми теççĕ. Хăй вăхăтĕнче кунти лаптăкра тĕне кĕмен чăваш Чирккешке пурăннă пулать.

Утар çырмипе аялалла аннă май, Г. Степанов урамĕпе К. Маркс урамне çыхăнтаракан пĕве патне çитетпĕр. Шыв кăнтăр хĕвел анăçнелле çĕкленекен пĕр вар — пĕчĕк çырма пуçламăшне хупласа хучĕ. Çак вар халь А. Раськин пурăнакан çурт умĕпе иртетчĕ. Тарăн мар çырмана ку лаптăкпа усă куракан çыннăн хушма ячĕпе Сопакки лупашки тенĕ. Пĕверен пĕр çĕр метр аяларах ансан, районти шалти ĕçсен пайĕн хыçĕпе пысăках мар çырма — Çăка çырми çĕкленет. Çак ят çырма çумне ку тăрăхра çăка йышлăн çитĕннипе çыпçăннă. Акă ĕнтĕ эпир Утар çырмин пур юпписемпе те паллашрăмăр.

Коллективлă хуçалăхсем йĕркелениччен Утар çырмипе унăн юпписем ял халăхĕшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Çывăхри вăрманĕ те халăхăн шутланнă. Каçсерен кунта çынсем, уйрăмах çамрăксем, лашасем çитерме выртмана çÿренĕ. Выртмана çÿренĕ вăхăта атте яланах ырăпа аса илетчĕ. Колхозсем йĕркелесен те ку çырмасемпе халăх усă курнă, кĕтÿ кĕтнĕ.

1966 çул хыççăн, Г. Степанов урамне йĕркелесен тата К. Маркс урамне тăсма пуçласан, çырма тăрăх çуртсем лартма пуçланă.

Шыв — пурнăç, тенĕ халăхра. Çавăнпах-и, тен, Утар çырмине пĕвелесси çынсене ка- нăç паман. Йывăрлăхсене пăхмасăр çак ĕçе пуçăнма 1940 çулта коллективлă хуçалăх хăюлăх çитернĕ. Вырăнне вара хальхи вăрман çывăхĕнче вырнаçнă пĕве вырăннех палăртнă. Паллах, техника çуккипе пĕтĕм ĕçе лашасемпе тата ал вăйĕпе пурнăçлама тивнĕ. Çак ĕçе хутшăнакансене талăкра пĕрре апат çитернине аса илетчĕç ватăсем. Халь ĕнтĕ вĕсем те пирĕн хушăра юлмарĕç пулас. Ĕç калăпăшĕ питех те пысăккипе пĕвене хăпартса çитерме вăй çитереймен. Çурхи шыв ăна юхтарса кайнă. Хăвăрах ăнланатăр, малашнехи çулсенче халăхăн пĕве çинчен шутлама вăхăт пулман. Иккĕмĕш хут çырмана пĕвелес ыйту патне 1958 çулта тин таврăннă. Ун чухне эпĕ те ÿссе çитĕннĕ яшчĕ. Пĕвене çĕкленĕ çĕре мана учетчик пулма шаннăччĕ. Ĕçе ун чухнехи хăватлă ДТ-54 трактор хыçне кăкарнă скреперпа пурнăçланă. Тракторисчĕсем вăл вăхăтри çамрăксем Супарти Г. Михайловпа Васнарти П. Иванов пулнă. Ĕç кал-кал пулса пычĕ, — çав çулах пĕвене хăпартса çитерчĕç! Кив çурт çăлĕнчен шăнкăртатса шыв юхнипе пĕвене шыв чылай пуçтарăнчĕ. Васнар çывăхĕнчи Коммуна пĕвинчен хĕрĕх литр кĕрекен икĕ бидонпа пулă сĕрсе килсе янине те паянхи пекех лайăх ас тăватăп.

— Халĕ Утар çырмипе унăн юпписем çинче ултă пĕве шутланать. Вăрманта вырнаçнă икĕ пĕви пысăках мар пулсан та тавралăхшăн питех те усăллă. Утар çырми, ăçтан тухнă-ха çак ят. Коллективлă хуçалăхсем йĕркеленсен “Победа” колхоз Мур карти çырми хĕрринчи çерем çинче утар йĕркеленĕ. 1960 çул хыççăн та хуçалăх вăрманти уçланкăра утар тытсаччĕ. Хамăн çамрăк чухнехи ăспа çак утарсене пула çырмана халăх Утар çырми ят панă пуль тенĕ эпĕ. Çук çав, йăнăшнă иккен. Сăлтавĕ çапларах пулнă-мĕн. XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Малти Трак ялĕнче Таня йăхĕнчен тухнă Эртемен Яшукки пурăннă. Унăн икĕ ывăл пулнă. Асли — Элекçи, кĕçĕнни — Анали. Элекçи авланса кун-çулне мăшăрпа ирттернĕ. Çут тĕнчене Якур ятлă ывăл хăварнă. Якур ман асаттен ашшĕ пулать. Анали вара ĕмĕрне çемье çавăрмасăрах хусахла ирттернĕ. Вăл тапхăрта пылак апат-çимĕç ыйтăвĕ питех те çивĕч тăнă. Чăваш халăхĕ çак ыйтăва хăйĕн ĕçченлĕхне кура, хăйне май татса панă. Пыл хурчĕсемпе ĕçлеме хăнăхнă. Вĕсене пысăк юман каска-вĕллесенче усрама пуçланă. Анали çак ĕçе алла илнĕ, кун-çулне пыл хурчĕсемпе ĕçлесех ирттернĕ. Каска-вĕллесене вăрманти Тиха тата Мур карти çырмисем хушшинче вырнаçнă пысăк уçланкăра тытнă пулнă. Çакăнтан тухса кайнă та ĕнтĕ Утар çырми ят.

— Эпир, ачасем, çу вăхăтĕнче утара килсех çÿреттĕмĕр, пире утарçă, Анали, пĕрре кăна мар пылпа хăналанă, — аса илетчĕ Трак çынни Эххем Матвеев. Вăл 1881 çулта çуралнă, пĕрремĕш тĕнче вăрçин инваличĕ пулнă. Вĕлле шутне ас тăвакансем çук, ламран лама çитнĕ хыпар тăрăх, хисепĕ çĕр патнеллех капашнă-мĕн.

Утарçăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. 1890 çул тĕлнелле, Упи чиркĕвĕн кунне уявланă хыççăн, утара вăрăсем куç хывнă. Пĕтĕм пыла çаратнă, утарçăна та пуçĕпех тĕп тунă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика