17 июня 2008 г.
Çине-çинех вут-кăвар хуçаланчĕ кăçал. Хальхинче те — июнĕн 3-мĕшĕнче — ытлари кун, Нимĕчкассинче сарай çунса кĕлленчĕ. Сăлтавĕ — ача-пăча шăрпăкпа ашкăннинче.
Икĕ ача, 5—6 çулхискерсем, ялти пĕр киле шыв ĕçме кĕнĕ. Пĕри çав вăхăтра сарайĕнче шăрпăк тивретсе янă.
Ашшĕ-амăшне çапла асăрхаттарасшăн: пĕчĕк ачасене шăрпăкпа, зажигалкăпа выляма юраманни пирки ăнлантарассине ан манăр.