17 июня 2008 г.
“Тÿрех каламалла, ку тĕлĕшпе çителĕксĕр ĕçлетпĕр. Вĕсене перекетлеме туллин çине тăмастпăр. Укçа-тенкĕ шутламастпăр”, терĕ район пуçлăхĕ С. А. Николаев вырăнти хăй тытăмлăхăн районти канашĕн çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче пулнă черетлĕ ларăвĕнче. “Топливăпа энергетика ресурсĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра тата бюджет учрежденийĕсенче перекетлемелли задачăсем çинчен” ыйтупа унта малтанах финанс тата экономика аталанăвĕн пайĕсен пуçлăхĕсем Р. А. Николаевапа А. В. Михайлова тухса каларĕç, перекетлĕхшĕн çине тăман фактсене уççăн илсе кăтартрĕç, сĕнÿсем пачĕç. Ларура уйрăм ертÿçĕсенчен, çав шутра Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулпа Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн директорĕсенчен С. М. Гавриловапа Г. И. Юлмасоваран тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн районти муниципаллă учрежденийĕн тĕп экономистĕнчен А. А. Никифороваран та, отчетсем итлерĕç, вĕсене ку енĕпе туллин вăй хумаллине кăтартса хăварчĕç.
Пухăннисем умĕнче çавăн пекех (ларăва канаш членĕсемсĕр пуçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкулсен директорĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, район администрацийĕн управлени-пайĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç) “Чувашэнерго” филиалĕн директорĕн çумĕпе Ю. П. Алексеенкопа тĕп инженерĕ В. А. Кириллов тата Красноармейскинчи РЭС начальникĕ В. П. Пуяндайкин тухса каларĕç, ыйтусене хуравларĕç.
Ларура сÿтсе явнă ыйтусемпе ĕçлĕ решенисем йышăнчĕç, должноçри яваплă çынсене конкретлă порученисем пачĕç.