АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял-йышра хисепре

17 июня 2008 г.

 

Çак ĕçчен те сăпайлă çемье çинчен Пикшик тăрăхĕнче çеç мар, Красноармейски районĕпех аван пĕлеççĕ. Кил хуçи — Гурий Иванов — хăй кун-çулне ял хуçалăхне аталантарассипе, пысăк тухăçлă тыр-пул туса илессипе çыхăнтарнă. Хуçалăхри пултаруллă та чи ăста механизатор шутланнă вăл. Хăй килĕштернĕ ĕçĕнче çур ĕмĕр ытла тухăçлă тăрăшнă, ял-йыш, çĕр-шыв хисепне çĕнсе илнĕ. Çакна унăн орден-медалĕпе хисеплĕ ячĕсем лайăх çирĕплетеççĕ.

Унăн мăшăрĕ те, Елена, çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçре вăй хунă: 14 çул хушши Пикшикри магазинта сутуçăра тимленĕ, тепĕр теçетке ялти перекет кассине ертсе пынă...

Гурийпе Елена пĕр-пĕрин куçĕ умĕнчех ÿссе çитĕннĕ тесен те йăнăш пулмĕ: вăрçă ачисем кÿршĕ ялсенче пурăннă, çамрăклах уй-хир ĕçне кÿлĕннĕ. Аслă Çĕнтерÿ çулĕнче вун иккĕ кăна тултарнă-ха тантăшсем. Апла пулин те çав тапхăрăн хуйхи-суйхине аслисемпе пайланă, вĕсемпе пĕрлех уйра вăй хунă.

Гурин ашшĕн шăллĕ — Михаил Фомич Фомин вăл вăхăтра колхозри хастар тракторист шутланнă. Хăй тракторĕн плугарĕ пулма М. Фомин 14-ри çамрăка явăçтарнă. Механизаторăн йывăр та пархатарлă ĕçĕн вăрттăнлăхне алла илме пулăшнă. Аслă тус-тăванĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орден кавалерĕн вĕрентĕвне асрах тытнă каччă. Пурна-киле çĕнĕ техникăна та хăнăхать, колхозра тата районти пултаруллă тракторист ятне тивĕ- çет.

Пысăк тухăçшăн пынă туслă кĕрешÿре мала тухнăшăн Гурий Ивановича темиçе хутчен те “Социализмла ăмăртура çĕнтернĕшĕн”, “Пилĕкçуллăх ударникĕ” паллăсемпе наградăланă. Ăна “Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ” хисеплĕ ятсем панă, Ĕç Мухтавĕн 3-мĕш степеньлĕ орденĕпе чыс тунă.

Çак тапхăрта Г. Иванов хăйсен Пикшик тăрăхĕнчи миçе çамрăка çĕр ăстин вăрттăнлăхĕпе паллаштарса лайăх механизатор пулма пулăшнă-ши?..

Хăй вăхăтĕнче “Большевик” колхоз председателĕ пулнă В. А. Богданов (халĕ вăл “ПродИнКом” ОООна ертсе пырать) хуçалăх Г. И. Иванов пек ăста механизатор-наставниксем çинче тытăнса тăни пирки паян та ăшшăн аса илет.

Çак кунсенче Елена тата Гурий Ивановсем хăйсем çуралнăранпа 75 çул çитнине паллă тăваççĕ. Икĕ ĕçчен пĕрлешнĕренпе вара 55 çул çитнине уявлать. Вĕсем пилĕк ача пăхса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли — Зоя — республикăри Пенси фондĕнче ĕçлет. Ира сывлăха сыхлас çĕрте тăрăшать. Республикăри районсене тухса çÿрекен “Васкавлă медицина пулăшăвĕ“ больницин физотерапи уйрăмĕнче вăй хурать. Толя та, аппăшĕсемпе йăмăкĕсем пекех, тĕп хулара тĕпленнĕ. Вăл Шупашкарти “Çу тата сыр бази” пĕрлешÿре электрикра ĕçлет. Алинăпа Люда та тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ, хăйсене килĕшекен вырăнтах тимлеççĕ.

Туслă çемьери юбилярсене паян ачисемпе 6 мăнукĕ, вĕсен мăнукĕн пĕр ачи ăшшăн саламлаççĕ, вăрăм кун-çулпа çирĕп сывлăх сунаççĕ. Кĕçĕннисем кукамăшĕпе кукашшĕне савăнтарсах тăраççĕ. Акă, пĕлтĕр Зойăн Оксани кооператив институтĕнчен вĕренсе тухса Чăвашстат уйрăмне ĕçе вырнаçрĕ. Алинăн ывăлĕ — Андрей — вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтерчĕ, студент пулса тăчĕ.

Район историйĕнче ырă ят хăварнă туслă çемье пуçлăхĕсене, Еленăпа Гурий Ивановсене, ĕç ветеранĕсене, кун-çулĕнчи пысăк та асра юлмалли кунпа — 75 çул тултарнă ятпа чĕререн саламласа ырлăх-сывлăх сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика