17 июня 2008 г.
Чăваш Республикин футбол чемпионатĕнче Красноармейскинчи “Факел” малтанхи виçĕ турта хăнара вылянă хыççăн тăваттăмĕшĕнче хăйĕн стадионĕнче Шупашкарти СДЮШОР командăна йышăнчĕ. Унччен пирĕн футболистсем виçĕ вăйăра пĕр мечĕк те тапса кĕртеймен, очко та çĕнсе илеймен. Çавăнпа та курма пынă çынсем “Факел” килте хăйне лайăх енчен кăтартасса шанчĕç. Шел, тăваттăмĕш тур та пирĕннисемшĕн ăнăçсăр пулчĕ. Хальхинче вĕсем хăнасене 2:4 шутпа выляса ячĕç. Çапах та “Факел” аслă лигăра тапса кĕртнĕ мечĕксен шутне уçрĕ, унăн авторĕ — Денис Тян, иккĕмĕшĕн — Алексей Александров.
Ку хутĕнче ăнăçсăр вылянине “Факелăн” вылякан тренерĕ В. Тишкин команда лайăх хатĕрленмесĕр вăййа тухнипе çыхăнтарчĕ. “Эрне хушшинче В. Васильевпа В. Филиппов тата А. Свотин çеç тренировкăсене тухрĕç, ыттисем яваплăха туймаççĕ”, — палăртрĕ Виктор Николаевич.
Тĕрĕссинех калать В. Тишкин, команда чысне хÿтĕлеме шанчĕç пулсан, кашни вăййах хатĕр пул. Аслă ушкăнти футболистсен ăсталăхĕ самай пысăкрах, пĕрремĕшĕнчипе танлаштараймăн. Ăсталăх хăй тĕллĕн килмест, ăна çиччĕмĕш тар тухиччен тренировкăсем ирттерсен кăна ÿстерме май килĕ. Футболистăн футбол ани çине курма мар, выляма тухмалла. Çакна кашниех чун-чĕрепе туйса илмесĕр, аслă ушкăнра ăнăçу тума çук, ку чăнлăха яланах асра тытасчĕ.