17 июня 2008 г.
Чăвашпотребсоюз республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе çулсеренех семинар-канашлусем ирттерет. Кăçалхи шучĕпе тăххăрмĕш пулчĕ. Вăл Патăрьел райпо никĕсĕ çинче иртрĕ.
Семинар-канашлу Патăрьелĕнчи çăкăр заводĕнче пуçăнчĕ. Ку предприятире “Климат-агро” кăмакасене иккĕ вырнаçтарнă, талăкра 2,5 тонна çăкăрпа унăн изделийĕсене туса хатĕрлеççĕ. 80 тĕрлине. Вĕсемпе, тĕпрен илсен, район çыннисене тивĕçтереççĕ. Районта 56 ял, 40 пин çынна яхăн пурăнать. Завод продукцийĕ кÿршĕллĕ районсенче те сутăнать. Кунта кăлпасси цехĕ те пур. Пельмень, котлет тата ыттине те хатĕрлеççĕ. Эмел курăкĕсене анлăн пухаççĕ.
— Халĕ пушă пластмасса бутылкăсем ахалех йăванса çÿреççĕ. Шупашкарта вара вĕсене пухса тирпейлекен фирма пур. Малашне районтан вĕсене пухса ăсатма шутлатпăр, — пĕлтерчĕ район пуçлăхĕ Н. Глухов. Сăмах май унран вăл кун Патăрьелĕнчи нумай çĕнĕлĕхсене пĕлтĕмĕр.
Çав кун пире райпон филиалĕсенчен пĕринче — Турхантинче — пулса курма тÿр килчĕ. Анат Тăрмăш магазинĕнче те эмел курăкĕсене, сĕт сахал мар пухаççĕ. Турхантинче сĕт сивĕтмелли пункт ĕçлет: унта сĕт сивĕтмелли хатĕр вырнаçтарнă, унăн пахалăхне те палăртакан прибор та пур. Эпир пулнă кунах Турханта çынсем хăйсене хăйсем таварсемпе тивĕçтермелли йĕркепе (самообслуживани) ĕçлекен 4-мĕш магазина уçрĕç, çулталăк вĕçне вĕсен йышне ултта çитереççĕ.
Патăрьелĕнче ятарлă суту-илÿ точки уçнă. Ку вăл аш-какай сутмалли магазин. Унта тем тĕрлĕ аш-какай (кроликăнне, лашанне тата ытти те) та туянма пулать. Аш-какая электричество вăйĕпе ĕçлекен ятарлă пăчкăпа касаççĕ. Райцентрти самообслуживани йĕркипе ĕçлекен магазинра вара терминал (штрих-кодлă, компьютерлă касса) та куртă-мăр.
Семинар-канашлу ĕçне район администрацийĕн ларусен залĕнче пĕтĕмлетрĕç. Район пуçлăхĕ Н. Глухов районта пĕлтĕр ача çураласси вилессинчен ÿснине палăрт-рĕ. Сăмах май, эпир пулнă чух райцентрта мăшăрлану керменне уçма хатĕрленетчĕç, унта та çитсе куртăмăр. Халĕ, юсанă хыççăн, питĕ паха кермен ку.
Семинар-канашлура Чăвашпотребсоз канашĕн председателĕ В. Павлов, Патăрьел райпо канашĕн председателĕ П. Перепелкин, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ А. Белов та тухса каларĕç. ЧР Журналистсен союзĕн председателĕ В. Комиссаров ялсенче кĕнеке продукцине сутас ĕçе йĕркелесе ярас ыйтăва хускатрĕ.
“Хыпар” хаçатăн тĕп редакторĕ А. Леонтьев пĕлтернĕ тăрăх, ку хаçатра Чăвашпотребсоюзпа унăн тытăмĕсен ĕçĕ пирки материалсем тухсах тăраççĕ, çапла майпа çынсем аванрах пĕлсе тăма пуçлаççĕ, редакци те хушма укçа ĕçлесе илет. (Шел пулин те, ку енĕпе эпир хамăр, Красноармейски райповĕпе районти “Ял пурнăçĕ” хушшинчи çыхăну халĕ питĕ çирĕп тесе çирĕплетейместпĕр-ха. Райпо райхаçатра ытларах тÿлевсĕр материалсем кăна пичетлесшĕн, çавăнпах райпо ĕçĕ-хĕлĕ, пирĕн шутпа, сахалрах çуталать. Редакци паян, рынок саккунĕсен тапхăрĕнче, яланах тÿлевсĕр кăна лайăх статьясем (ку хăйне майлă реклама, райпопа унăн çыннисен ĕçне ырлани-çке) пичетлеме пултараймасть). Çав вăхăтрах “Хыпар” çулсеренех Чăвашпотребсоюз тытăмĕн конкурсĕнче те пĕрремĕш вырăн йышăнать. Алексей Петрович ялти магазинсенче “Хыпарпа” район хаçачĕсем потребсоюз тытăмĕнчи суту-илĕвĕн пур точкисенче те пулмаллине каларĕ, кунпа Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ В. Павлов та килĕшрĕ.
Кунашкал семинар-канашлусем районсенче черетленсе пулса пыраççĕ. Çитес çул та вăл (черечĕпе юбилейлă, вуннăмĕш терĕмĕр) республикăн черетлĕ, тепĕр районĕнче иртĕ.