АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин шута илсе

17 июня 2008 г.

 

Рынок экономики потребительсен обществисен ĕçне те çĕнĕ улшăнусем кĕртет, çын интересĕсене туллин шута илме хистет. Пирĕн корреспондент И. Прокопьев халь çинче райпон Карай ял тăрăхĕнчи хăш-пĕр магазинĕсенче пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

Халăха тивĕçтерет Сурăмхĕрри магазинĕ

Сурăмхĕрри Карай магазинĕ районта лайăххисен шутĕнче. Вăл тавар туянакансене тултан та, шалтан та илĕртет. Тÿрех калас пулать, кунта ял çыннисене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерессипе паха опыт пухнă. Магазин заведующийĕ Любовь Петровна Иванова çак ĕçре чылай çул тăрăшать. Ăна Зинаида Степановна Николаева сутуçă пулăшса пырать. Эпĕ пулнă кун, июнĕн 10-мĕшĕнче, Л. Иванова райпона отчетпа кайнăччĕ, çавăнпа кунти ĕçсемпе З. Николаева паллаштарчĕ.

— Халĕ магазинсен ĕçне пур енĕпе те тĕрĕслесси вăйланчĕ. Халăх паха продукци ытларах ыйтать, апат-çимĕçне тутлине туянасшăн, — каласа парать Зинаида Степановна. — Пирĕн пата япăх тавар килмест. Çынсем мĕн ыйтнине пĕлсе тăратпăр, çавна кÿрсе килетпĕр. Магазинра мĕнле тавар пур, йăлтах туянаççĕ. Плансене яланах тултарса пынă. Çулла хуларан яла килекенсем нумайрах та — тавар ытларах сутăнать. Май уйăхĕнче 230 пин тенкĕлĕх тавар сутрăмăр, июньте 250 пин тенкĕлĕх е кунне 8 пин тенкĕлĕх сутмалла пирĕн.

Паян ку ялта магазин пĕрре çеç. Вăл райпо тытăмĕнче. Ял çыннисен кулленхи ыйтăвĕсене пĕчченех лайăх тивĕçтерсе пырать. Шалта вĕсене мĕн кирли пурте пур: Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕ пĕçерекен тутлă çăкăрпа, кулачăпа булка изделийĕсенчен, кунти çĕвĕ цехĕн тĕрлĕ продукцийĕнчен (кĕпе, халат, утиял, матрас тата ытти те) пуçласа апат-çимĕçе тутă кĕрт-мелли кетчуп, майонез, килте ялан кирлĕ пулакан тĕрлĕ хуçалăх таварĕсем (пăчкă, пăта, кĕреçе, витре, цемент) таранах. Районти обществăлла апатлану предприятийĕ хăйĕн продукцийĕпе (пельмень, тĕрлĕрен фарш, вĕт кукăль, пирожнăй, торт — ăна заказпа та илсе килеççĕ — тата ытти те) савăнтарать. Çу кунĕсенче юсав ĕçĕсем ирттерме тĕрлĕ сăрă, çĕр улми анинчи колорадо нăррине пĕтерме порошок (актара) яланах туянма пулать. Ача-пăча таварĕсен кĕтесне (теттесем, пылак çимĕç) йĕркеленĕ. Сентресемпе стена çине пĕлсе вырнаçтарнă куç кĕскисем магазина тата ытларах илĕртÿллĕх, хăтлăх кĕртеççĕ.

Магазинра хĕлĕпех, юлашки вăхăтченех, халăхран сĕт пухнă. Типĕтнĕ эмел курăкĕсене йышăнаççĕ.

Магазин коллективĕ райпон тав хутне те тивĕçнĕ. Чи хакли — тавар туянакансен ырă та ăшă тав сăмахĕ. “Магазин кирлĕ тавартан пуян. Шалта таса. Сутуçăсем çынсемпе кăмăллă, тавтапуç вĕсене, ырлăх-сывлăх”, — çырнă пенсие тухнăранпах ялта пурăнакан Констатин Васильев ыйтусемпе сĕнÿсен кĕнекинче. Пĕрре кăна та мар.

Кÿлхĕрри Карай магазинĕнче — чечексен выставки

Райпон Кÿлхĕрри Карайри магазинĕ те, Сурăмхĕрринчи евĕрех, шанчăклă ĕçлесе пырать. Вăл та паян кунта пĕртен пĕр суту-илÿ точки. Ял çыннисем унта кăмăлласа çÿреççĕ, хăйсене куллен мĕн кирлине туянма пултараççĕ-çке. Магазин заведующийĕ Раиса Григорьевна Потапова, унăн ĕç стажĕ чăннипех пысăк, хĕрĕ Надежда Владимировна Потапова кунтах сутуçă.

— Майра пĕтĕмпе 200 пин тенкĕлĕх тавар сутрăмăр, пирĕн июньри планпа 230 пин тенкĕлĕх сутмалла. Ку таранччен плансене тултарса пынă-ха, — пĕлтерчĕ Надежда Владимировна (вăл кун, майăн 10-мĕшĕнче, амăшĕ, Раиса Григорьевна, заведующи пулнă май райпона отчетпа кайнăччĕ).

— Лайăх ялта магазин пурри. Кирек хăçан та кирлĕ тавара туянма пулать, — кăмăллă кÿлхĕррисем сутуçăсен ĕçĕпе.

Магазинра пурне те илĕртекен пĕр уйрăмлăха асăрхарăм. Кунта алăкран кĕрсенех сĕтел çинчи кÿршексенчи тем тĕрлĕ илемлĕ чечексем куç умне пулаççĕ. Раиса Григорьевна заведующипе унăн хĕрĕ Надежда Владимировна пăхса тăраççĕ вĕсене. Тавар туянакан хĕрарăмсем хăйсен килти чечекĕсене кунта илсе килсе парса çав илемлĕхе пуянлатаççĕ, çуккисен сапанĕсене касса кайса мĕн пуррине килĕсенче çитĕнтереççĕ. Кун пеккине магазинсенче час-часах тĕл пулаймăн.

Карай магазинĕнче — çĕнĕ сутуçă

Юлашкинчен эпĕ райпон Карайри магазинĕнче те пулса куртăм. Халĕ кунта çĕнĕ заведующи — Елена Николаевна Потапова, нумаях пулмасть çемйипе Карайра çурт илсе кунта куçса килнĕ, çак ĕçе вырнаçнă.

— Ĕçлеме пуçланăранпа виçĕ уйăх çеç çитет-ха. Ку ĕçе килĕштеретĕп. Çынсем магазинран ан татăлччăр тесе çак тапхăрта пĕтĕмпе те икĕ кун çеç кантăм, — паллаштарчĕ хăйĕн ĕçĕпе Елена Николаевна.

Вăл киличчен магазинра юсав ĕçĕсем ирттернĕ, витрина вырнаçтарнă.

Таварĕсем, тĕпрен илсен, кунта та çÿлерех асăннă икĕ магазинри пеккисемех. Тен, кăштах йÿнĕрех те. Вĕсен хакĕсене Карайра тавар сутакан магазинсем татах та пуррине шута илсе йĕркеленĕ. Акă, тасатнă тип çун (“Урожай”) çур литрĕ 48 тенкĕ, пĕр литрĕ (“Затея” ятлин) — 57,5, “Стряпухан” — 63 тенкĕ, Красноармейскинчи çăкăр комбиначĕ кăларнă хура çăкăрăн (“Северный”) 1 буханки 12,7, шурри 12,5 тенкĕ, 1 кг рис — 30, тулă кĕрпи — 18, урпа кĕрпи (перловка) — 9 тенкĕ, эрех сурская — 1 литрĕ 192, çур литрĕ — 100, 0,375 литрли — 76, пельмень 0,5 кг, таса ашран хатĕрленĕ — 54, тушонка закусочная 1 банки — 35, чĕп ашĕ (банка) — 25, апельсин — 1 кг — 43, бальзам, 0,250 литр — 61, 0,5 литрĕ (Çĕрпÿ), — ăна ытларах сипленме туянаççĕ — 208 тенкĕ.

Ытти магазинри пекех, райпон Карайри магазинĕ те эмел курăкĕсене, типĕтнисене, йышăнать, кивĕ хут пухассине йĕркеленĕ. Магазинра таса та тирпейлĕ, ытти çĕрте курман, кĕнекесем сутакан кĕтес те пур.

Пĕр сăмахпа каласан, кунта питĕ тăрăшуллă, вашават та сăпайлă çĕнĕ сутуçă Е. Н. Потапова ĕçлет. Паян, июнĕн 17-мĕшĕнче, Карайри ку магазинта райпо правленийĕ хăйĕн çăкăр комбиначĕпе обществăлла апатлану предприятийĕ кăларакан таварсен выставкине йĕркелет. Килсе курăр, тавар туянăр, ку магазина, карайсем, пĕртте ÿкĕнмелле пулмĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика