АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăра — пĕрремĕш

17 июня 2008 г.

 

Июнĕн 6-мĕшĕнче, эрне кун, Шупашкарта 5-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн территорийĕнче республикăри хула-ял шкулĕсенчи вуннăмĕш классенче вĕренекенсем хушшинче “01 службăн” çамрăк пушарнăйсен интеллектлă спорт вăййисем иртнĕ. Унта пĕтĕмпе пилĕк енпе (теори шайĕ, пушар спринчĕ, шывпа пĕрĕхтерсе мечĕксене ÿкересси (боевое развертывание), гидрант, инкек тÿсекенсене тĕтĕм камеринчен илсе тухасси) 19 команда тупăшнă.

Асăннă ăмăртура Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчи пушарнăйсен команди пуринчен те ытларах балл пухса пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерÿçĕсене А. Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ куçса çÿрекен кубокпа, кашнинех асăнмалăх ятарлă медальсемпе, Хисеп грамотисемпе тата хаклă парнесемпе чысланă. Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн командинче капитанĕ Владимир Григорьев, Петя Степанов, Дима Петров, Андрей Никифоров ăмăртнă. Вĕсене республикăри пушарнăйсен интеллектлă спорт вăййисене гимназири физкультура учителĕ, тренерĕ Анатолий Сидоров хатĕрленĕ. Ăна та ăмăртăва хутшăнса çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕшĕн Хисеп грамоти парса хавхалантарнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика