АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçкĕçсемпе кĕрешмелли уйăхлăх: унăн итогĕсем

17 июня 2008 г.

 

Апрелĕн 21-мĕшĕнчен тытăнса майăн 21-мĕшĕччен, çурхи уй-хир ĕçĕсем пынă тапхăрта, районта ĕçкĕ-çикĕне хирĕç кĕрешмели уйăхлăх иртрĕ. Унăн итогĕсем вара еплерех-ха?

Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ В. М. Рожков подполковник хыпарланă тăрăх, уйăхлăх вăхăтĕнче 172 гражданина административлă явап тыттарнă, çав шутра обществăлла вырăнта ÿсĕр çÿренĕшĕн — 82, обществăлла вырăнта эрех ĕçнĕшĕн — 12, спирт тытакан шĕвексем вăрттăн сутнăшăн 4 çынна айăпланă. Çул çитмен çамрăксене эрех сутнăшăн 3 сутуçăна, ÿсĕрпе руль умне ларнăшăн 3 водителе, эрех ĕçнине медицина енчен çирĕплетессинчен пăрăннăшăн тата 6 водителе явап тыттарнă. Эрех ĕçсе хулиганла ĕçсем тунăшăн — 10, милици сотрудникĕн саккунлă требованине пурнăçламаншăн 8 тата çемьере харкашу çĕкленĕшĕн 3 гражданина административлă майпа явап тыттарнă.

Техника спиртне сутас тĕллевпе турттарса пынă пĕр тĕслĕх тупса палăртнă, ун вăхăтĕнче 40 литр спирт туртса илнĕ. Çакăн пирки уголовлă ĕç пуçарма материала районти прокуратурăна тăратнă. Уйăхлăх вăхăтĕнче ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекен 26 çынна профилактика учетне илнĕ, “Суррогат — Рынок”, “Автобус”, “Нелепал”, “Металл” оперативлă мероприятисем йĕркеленĕ.

Асăннă уйăхлăх пынă тапхăрта ял тăрăхĕсенче те интереслĕ чылай мероприяти, çав шутра рейдсем те, йĕркелесе ирттернĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика