АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сурăмхĕрринчи Ивановсен “ылтăн туйĕ”

17 июня 2008 г.

 

Сурăмхĕрринчи Зинаида Никитичнăпа Илья Иванович Ивановсен çак кунсенче калама çук пысăк савăнăç пулчĕ: вĕсем пĕр-пĕрне тĕл пулса пĕрлешнĕренпе 50 çул çитрĕ. Паян та пĕр-пĕрин çине, çур ĕмĕр каяллахи евĕрех, ăшă куçсемпе пăхаççĕ. Илья Иванович пурнăçра строитель профессине килĕштернĕ. Тăрă-шулăхшăн ăна III степень Ĕç Мухтавĕн орденĕпе, медальсемпе чысланă. Вăл колхозсем хушшинчи строительство организацийĕсенче вăй хуракансен Мускав хулинче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри иккĕмĕш сăездне хутшăнма та тивĕçнĕ. Зинаида Никитична вара “Россия” (халĕ — “Караево”) хуçалăхра дояркăра тимленĕ, ăмăр-тусенче темиçе хутчен те мала тухнă. Юратупа килĕшÿре вĕсем 3 ача пăхса ÿстернĕ. Асли — Витя — Шупашкарта, инженер. Ольга Карайри вăтам шкулта çамрăк ăрăва вĕрентет. Кĕçĕнни — Венера — Красноармейскинчи “Уют-Монтаж” пĕрлешÿре бухгалтерта ĕçлет. Ивановсем мăнукĕсемпе те савăнаççĕ.

“Ылтăн туйпа” вĕсене районти ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Е. Павлова, Карай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Семенов, ертсе пыракан специалист-эксперчĕ О. Сергеева ăшшăн саламларĕç, парнесемпе чысларĕç. Карайри кану çуртĕнче ĕçлекенсем вара телейлĕ мăшăра чун-чĕрене çĕклекен юрăсемпе савăнтарчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика