17 июня 2008 г.
Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Красноармейскинчи сĕт-çу заводĕнче Коми тата Пушкăрт Республикисенчи ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен делегацийĕсем пулса курчĕç. Вĕсен йышĕнче — ку республикăсенчи ял хуçалăх министерствисен специалисчĕсем тата хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем. Хăнасене заводра сĕте пакетсене тултарни, турăх, ряженка, хăйма, çупа тăпăрчă хатĕрлени интереслентерчĕ. Çаксем пирки вĕсене завод директорĕн çумĕ П. Е. Зверев тата произодство пайĕн начальникĕ Л. М. Федорова тĕплĕн каласа пачĕç.
Тĕл пулăва ЧР Ял хуçалăх министерствин агропромышленность рынокне йĕркелештерес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ И. Н. Вошкушевский тата район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Ю. Д. Петров хутшăнчĕç.