11 июня 2008 г.
З. Иванова 1981 çултанпа пирĕн шкулта ĕçлет, 10 çул вăл шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшать. Зоя Юрьевна, биологи учителĕ пулнă май, ачасене сăнав ĕçĕсем ирттерме, Çĕр-аннемĕре юратма вĕрентет. Пĕрремĕш категориллĕ учителĕн урокĕсем пуян содержаниллĕ, вăл вĕсене тĕрлĕ мелсемпе усă курса ирттерет, тăтăшах çĕннине шырать.
Çемье архивĕнче З. Иванован шкул дирекцийĕ, районти вĕрентÿ пайĕпе ЧР Вĕрентÿ министерстви панă хисеп грамотисем, тав хучĕсем, хаклă парнесем упранаççĕ. Вăл “Çулталăкри учитель” районти конкурссене хутшăннă, кăçал вара “Чи лайăх класс ертÿçи” районти конкурсра 3-мĕш вырăн йышăннă.
Зоя Юрьевна шкулти обществăлла ĕçсенче те хастар, художество пултарулăх коллективĕн активлă членĕ вăл, пушă вăхăтра сăвăсем те хайлать. Ăна ĕçтешĕсем хисеплеççĕ, ачасем юратаççĕ, ашшĕ-амăшĕсем кăмăллаç-çĕ.
З. Иванова мăшăрĕпе икĕ хĕр çитĕнтернĕ, мăнукĕсемпе савăнаççĕ.
Хисеплĕ ĕçтешĕмĕрĕн июнĕн 15-мĕшĕнче 50 çулхи юбилейĕ. Саламлатпăр.