АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака туя — ĕçри çитĕнÿсемпе

11 июня 2008 г.

 

Июнĕн 6-мĕшĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсен уйĕсене пăхса çаврăнса пахаларăмăр. Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал калчасем пĕлтĕрхинчен хÿхĕмрех курăнчĕç. Вăл вара ĕçлемесĕр, вăй хумасăр пулман. Çĕр ĕç технологине çирĕп пăхăнса тăрăшнисен, “Караевопа” “Красное Сормово”, “Гигантпа” “Досаево”, “Янмурзино” хуçалăхсен, “Колоспа” “Таябинка” пĕрлешÿсен уйĕсем куçа савăнтараççĕ. “Таябинкăпа” “Бахча” пĕрлешÿсенче, “Караевопа” “Янмурзино” хуçалăхсенче, Л. Артемьев хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕр улми пуссисем хитре.

Çуртрисем кăçал районта — 7343, çĕр улми 595 гектар лаптăк йышăнчĕç. Ку цифрăсем пĕлтĕрхинчен пысăкрах. Кăçалхи çур акинче районĕпе усă курман çĕрсене çиелтен ĕçлесе 501 гектар акса хăварнă, тепĕр 595 гектарне кĕр тыррисем акма хатĕрлес ĕç пырать. Ку енĕпе тулли мар яваплă “Шатьма”, “Пинер” пĕрлешÿсемпе “Нива”, “Гигант” хуçалăхсем лайăх ĕçлесе пыраççĕ.

“Çур аки-2008-та” “Таябинкăри” Сергей Михайлович Иванов 465,4 эталон-гектарлăх ĕç туса “Ака чемпионĕ” ята тивĕçрĕ. Çавăн пекех çурхи уй-хир ĕçĕсенче О. Г. Чернов (“Таябинка”), А. А. Афанасьев (“Досаево”), С. Г. Степанов (“Караево”), Ю. П. Дмитриев (“Нива”), В. Л. Филиппов (“Кр. Сормово”), В. В. Николаев (“Гигант”), О. Ю. Васильев (Артемьев ХФХ) тата ытти механизаторсем ырă тĕслĕх кăтартнине палăртмалла.

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансен кăтартăвĕсем те япăх мар. ЧР Министрсен Кабинечĕпе район администрацийĕ хушшинче тунă Килĕшĕве пурнăçласа пыратпăр. Акă, иртнĕ 5 уйăхра, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, аш-какай туса илессине — 8, сĕтпе 4 процент ÿстернĕ. Аш-какайпа уйрăмах тулли мар яваплă “Красное Сормово”, “Таябинка” пĕрлешÿсем лайăх ĕçленине палăртмалла. Асăннă продукцие вĕсем малтанхи çулхинчен 147 тата 60 процент ытларах туса илнĕ. “Красное Сормово”, “Волит”, “Шатьма” пĕрлешÿсемпе В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕ сĕтпе кăтартусене пĕлтĕрхинчен 128—40—40—19 процент ÿстернĕ.

Районĕпе кăçал январь — май уйăхĕсенче кашни ĕнерен вăтамран 1668 килограмм сĕт суса илнĕ пулсан, яманаксен ку кăтарту — 2184, карайсен — 2097, В. Васильева ХФХан 2058 килогрампа танлашать.

Хальхи вăхăтра Яманакри сĕт-çу ферминче кашни ĕнерен талăкра вăтамран 17,5 килограмм сĕт сăваççĕ. Çу кунĕсем — йÿнĕ апатпа нумай продукци илмелли тапхăр, унпа май пур таран туллинрех усă курса юлмалла. Ĕнесене каçхи сăвăм хыççăн çитерсе çÿрессине йĕркелемелле.

Выльăхсене хĕл каçармалли тапхăрта В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Галина Петровна Анисимова хăйне çирĕплетсе панă ушкăнри кашни ĕнерен вăтамран 3960 кг сĕт суса илме пултарнă. “Красное Сормово” ЯХПКри Василий Иванович Алексеев ĕне сăваканăн кăтартăвĕ 3875 килогрампа танлашать. “Нива” хуçалăхри Алина Николаевна Ильина техник-осеменатор кашни 100 ĕне пуçне 87 пăру илнĕ. Владимир Викторович Шмелевпа Олег Аркадьевич Тимофеев (“Волит”) выльăх пăхакансем çамрăк ĕне выльăхсене талăксерен вăтамран 802-шер грамм ÿт хуштарса пыма пултарнă.

“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ шучĕпе Яманакри сĕт-çу фермине çĕнетсе ĕçе кĕртнĕ. Кунта ют çĕр-шывра туса кăларнă оборудованисем вырнаçтарса лартнă, çакăнта патшалăхăн çăмăллăхлă 7 миллион кредичĕпе усă курнă. Кăçал çав проектпах В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Сартăван сĕт-çу ферминче пĕр вăхăтрах 12 ĕнене сумалли зал ĕçе кĕртнĕ. Çулталăк тăршшĕпе “Караевопа” “Волитра” та ĕне витисене çĕнетсе ĕçе кĕртмелле, вĕсенче ку енĕпе 21 миллион тата 7,5 миллион тенкĕлĕх кредитпа усă курмалла.

Районти хуçалăхсем пĕчĕккĕн хăйсен пурлăх базине çирĕплетсе пыраççĕ. Кăçал çĕнĕ техника туянма 7343 пин тенкĕ инвестици кредичĕпе усă курнă, лизингпа 683 пин, хăйсен укçипе 1892 пин тенкĕлĕх туяннă. Тĕслĕхрен, тулли мар яваплă “Красное Сормово”, “Волит” пĕрлешÿсем пĕрер “Полесье” тĕш тырă комбайнĕ, ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕ “Родник” — “Беларус-82.1”, Л. Артемьев хресчен-фермер хуçалăхĕ — “Беларус-1025” урапаллă тракторсем, “Караево” хуçалăх — УПС-81 пневматикăлла сеялка, “Таябинка” пĕрлешÿ — тĕш тырă тасатмалли ЗГ-30 сортировка — инвестици кредичĕпе, “Бахча” пĕрлешÿ лизингпа — “Беларус-82.1” урапаллă трактор, хăйĕн укçи-тенкипе вертикальлĕ фрезаллă 2 культиватор, хысаксем тумалли тепĕр культиватор, “Нива” хуçалăх — ПЛН-3-35 плуг, “Таябинка” пропашной “Викинг” культиватор туяннă.

Трак енри хуçалăхсем, пĕтĕмĕшле илсен, экономика тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе пынине палăртмалла. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта агропромышленность комплексне кĕрекен ял хуçалăх предприятийĕсем 32 миллион та 300 пинлĕх продукци туса илнĕ. Вĕсене сутса 4 миллиона яхăн таса тупăш курнă.

Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем ытларах ĕçлесе илни савăнтарать. Январь — март уйăхĕсенче кашни çын пуçне тивекен уйăхри вăтам ĕç укçин хисепĕ 3892 тенкĕпе танлашнă е вăл пĕлтĕрхи виçерен 77 процент ÿснине пĕлтерет.

Хуçалăхсен финанс кăтартăвĕсене лайăхлатса пырас программа пурнăçланса пырать.

Пире иртнĕ çул йĕркеленнĕ ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсем — “Родникпе” “Цивиль” — вăй илсе кайни те савăнтарать.

Районти çĕр ĕçченĕсемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансене ÿсĕмлĕ ĕçсемшĕн чĕререн тав туса Ака туй — Ĕçпе юрă уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, асăннă праçнике пырса курма, унта активлă хутшăнса тивĕçлипе савăнма чĕнетĕп, ут çинче, вырмара ăнăçлă тăрăшма ырлăх-сывлăх сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика