11 июня 2008 г.
Очерк
Вутланти Галкинсен кăçал çине-çинех уяв. Апрель пуçламăшĕнче кил хуçи 75 çул тултарчĕ. Умра вара тепĕр çавра дата — июнĕн 17-мĕшĕнче Зоя Ивановнапа Евлуп Порфирьевич çемье чăмăртанăранпа 50 çул çитет. Çур ĕмĕр каялла икĕ хĕрÿ чĕре пĕрре курсах пĕр-пĕрне килĕштерсе пăрахнă. Сăн-питрен иккĕшĕ те хитре, çынсемпе вашават, уçă кăмăллă пулнăран тата лара-тăра пĕлменрен пулĕ. Евлуп хут купăспа выляма юратнă. Зоя ăна çавăнпах савнă ĕнтĕ. Вăл вăхăтра Вутлансем Пшонкăна кино курма çÿренĕ. Çавăн чух Е. Галкин ку ял хĕр упраçне куç хывнă та вĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулма пуçланă. Çапла юрату çуралнă. Тройца чух пшонкăсем Хыркасси вăрманне юрлама кайнă, уяв хыççăн Евлуп Зойăна автомашинăпа тÿрех Вутлана лартса килнĕ.
— Эпир, эпĕ те, вăл та, ĕçрен йăпăртлăха ыйтса тухнă та районти ЗАГС бюроне çырăнма кайнă, унтан каллех ĕçе васканă. Çырăннă ятпа пĕр канфет та илсе çимен, çырăнни çинчен никама та пĕлтермен, — аса илет паян çав вăхăта Зоя Ивановна. — Хальхи çамрăксем пирки мĕн каламалли пур...
...Евлуп çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ. 1949— 1952 çулсенче промкомбинатра атăçăра тăрăшнă. Унтан 3 çул та 7 уйăх Тăван çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçе пурнăçланă. Салтакран таврăнсан Яманакра Иван Патмар уçнă шоферсен курсĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕр хушă тăван “Родина” колхозра автомашина çÿретнĕ хыççăн районти “Сельхозтехника” пĕрлешĕвне ĕçлеме куçнă. 40 çула яхăн водительте вăй хунă хушăра, Тăван çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене çитсе, миçе çĕр пин тонна груз турттарман пулĕ. Çав вăхăтра пĕр авари те туман. Çакăншăн Е. Галкина темиçе хут та “Аварисĕр ĕçленĕшĕн”, “Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн” паллăсемпе, Пĕтĕм Раççейри “Россельхозтехника” пĕрлешĕвĕн тата ял хуçалăхĕпе хатĕрлев ĕçченĕсемпе служащийĕсен профсоюзĕн РСФСРти Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотисемпе чысланă. Атăл леш енчен торф турттарас тĕлĕшпе республикăра пынă ăмăртура пĕрре кăна мар класлă вырăнсене йышăнса, хаклă парнесемпе Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Чыслав хучĕсен шучĕ — çирĕме яхăн. Унăн сăнĕ республикăри “Сельхозтехника” тата “Сельхозхимия” пĕрлешÿсен Хисеп хăмисем çинчен тухма пĕлмен тесен те юрать.
— Ирпе 2 сехетре килтен тухса каяттăмăр та кунне 3—4 рейс тума ĕлкĕреттĕмĕр, — тет Евлуп Порфирьевич. — Хĕл кунĕсенче пĕр канăç та çукчĕ çав.
Раççейĕн тĕрлĕ облаçĕсене тыр-пул, пахча çимĕçпе тымар çимĕç пухса кĕртме командировкăсене çÿрени пирки Е. Галкин сехечĕ-сехечĕпех каласа пама пултарать, ăна итлес те итлес килет.
Зоя Ивановна хăйĕн пурнăçне сывлăха сыхлас ĕçпе çыхăнтарнă. 25 çул вăл район больницин ача çуратмалли уйрăмĕнче сестрара вăй хунă.
— Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче пайтах ача йăтнă. Ун чухне çулталăкра пĕр пине яхăн ача çуралатчĕ те, — аса илет З. Иванова. — Куç хупман каçсем пайтах пулнă...
Евлуппа Зоя çур ĕмĕр ĕнтĕ мăшăр кăвакарчăн пек килĕштерсе пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне вăхăтра ăнланма тата итлеме пĕлеççĕ. Унран пахи çемьере мĕн пултăр ĕнтĕ. Çакă телей, ăнăçу кÿрет те. Килти ĕçе, ку санăн, вăл манăн тесе уйăрса-пайласа тăман.
— Эпĕ дежурствăра пулнă чух Лупа хăех ĕне сунă, выльăхсене пăхнă, кĕтÿ янă тата ытти те. Çамрăк чух сунара çÿреме юрататчĕ, унтан мулкачсăр таврăнман, тепĕр чух икшер те тытса килетчĕ, — сăмах çăмхине малалла сÿтрĕ Зоя Ивановна. — “Сельхозтехника” управляющийĕ В. Егоров ăна хваттер сĕнсен, вăл “Мана хваттер кирлĕ мар”, — тенĕ. Ара, ашшĕ-амăшне пăрахса каяс темен ĕнтĕ. 24 çул эпир аттесемпе пĕрле пурăннă. Апайсем лайăх пулнă пирĕн. Вĕсем ачасене ÿстерме пулăшнă, килте пуçтаркаланă, йĕрке тунă.
Зоя Ивановнапа Евлуп Порфирьевич 3 ача çуратса ÿстернĕ. Асли — Галя, амăшĕ пекех, сывлăх хуралçи, вăталăххи — Гена, ашшĕ пекех, техникăна кăмăлланă, инженер, шел, унăн пурнăçĕ 8 çул каялла вăхăтсăр татăлнă, кĕçĕнни — Юра — специальноçĕпе ветеринар. 7 мăнукпа вĕсен 2 ачи халĕ Галкинсен. Вутлана килсех çÿреççĕ вĕсем, ашшĕ-амăшне, асламăш-кукамăшне, аслашшĕ-кукашшĕне хуçалăхри тĕрлĕ ĕçсенче май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ.
Галкинсен хуçалăхĕ çирĕп, çурт-йĕрĕсемпе хуралтисем шăн-шăн. Пахчи-анкартийĕпе пÿртри пулĕмĕсенче те тирпейлĕ. Кунта типтерлĕ те ĕçчен çынсем пурăннине тÿрех туятăн. Выльăх-чĕрлĕхĕ картиш тулли, пыл хурчĕсем те усраççĕ.
Çак çемье çут çанталăкпа туслă. Унăн илемĕшĕн çине тăрать. Юлашки çулсенче хăйсен умĕнчи тăвайккипе çырмара чăн-чăн вăрман тăрăхĕ туса хунă. Унта чăннипех ырлăх: тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк, чĕрĕпсем нумай, шăпчăксен сасси, куккук авăтни янăрать. Улма-çырларан тата кăмпаран та пуян ката. Ĕçлесе ывăннă хыççăн ларса канма, шăрăх çанталăкра сулхăнра киленме меллĕ. Малти Карăкалла кайнă çĕрте тепĕр тăрăх çĕкленет. Кăçал кĕркуннепе Галкинсем унта, вăрмантан кăларса килсе, тепĕр 100 тĕпрен кая мар йывăç лартасшăн. Çемье çулталăкĕнче çакăнта вĕсене яланхи евĕрех хĕрĕпе кĕрÿшĕ — Михайловсем, ывăлĕпе кинĕ тата ыттисем те пулăшĕç.
— Çак хыр-чăрăшсене Евлуп 1995—1996 çулсенче Гена ывăлăмпа пĕрле лартрĕ. “Касса кайĕç эпир вилсен” терĕм те, вăл “хамăр сыхлатпăр”, терĕ. Халĕ сыхлама мар, курма та килеймест, — чун ыратăвне пусараслăн хурланса пĕлтерчĕ Зоя Ивановна, эпир вăрман катине пăхса çаврăннă вăхăтра. — Питĕ ĕçченччĕ. Пÿрт лартма тесе малтанхи кун çырмара чул кăларчĕ. Тепĕр ирхине никĕс яма çĕр чавма кăтартса-виçсе хăварчĕ. Анкарти хыçĕнче хырпа чăрăшлăх кати çитĕнтересшĕнччĕ вăл. Анчах хĕрĕх çултах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ, пире хуçса, ватăлтарса хăварчĕ. “Çын хуйхи тетпе иртет, тăванăн — вăхăтпа, килти ача хуйхи ĕмĕрлĕх юлать”, тетчĕ апай. Тĕрĕсех, кăна хамăр курса ĕнентĕмĕр...
Кĕреш юман пек çитĕннĕ ывăла ĕмĕрлĕхех куçран çухатма, паллах, çăмăл мар. Çав пысăк хуйхăна пулах юлашки çулсенче Зоя Ивановна пуçпа аптрать. Питĕ шел.
Вăхăт чунри сурана сиплет, теççĕ. Çаплах пултăрччĕ. Эпĕ вара — Зоя Ивановна Ивановапа Евлуп Порфирьевич Галкина — мăшăрланнăранпа 50 çул тултарнă ятпа ăшшăн-ăшшăн саламласа, мăнукĕсемпе вĕсен ачисемшĕн хăйсене чипер сыхласа- асăрхаса пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп.