11 июня 2008 г.
2008 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ федерацин “Ĕç пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ валли страхованин хушма взносĕсем тата пенси укçи-тенкине йĕркелеме патшалăх пулăшасси çинчен” 56 тата улшăнусем кĕртекен 55-мĕш саккунсене ăнлантарса парас тĕллевпе пресс-конференци иртни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Асăннă документсем пулас пенсие йĕркелеме хăйсен ирĕкĕпе хутшăнакан граждансене тата ĕç паракансене экономика тĕлĕшĕнчен хавхалантарма пĕрремĕш хут çирĕплетеççĕ. Паянхи кăларăмра страхованин хушма взносĕсемпе çыхăннă ыйтусемпе тĕплĕнрех паллаштаратпăр.
Взнос тÿлемелли условисем. Пулас пенсин пухăнса пыракан пайĕ валли хушма взноса Раççейре ялан е вăхăтлăх пурăнакан кирек хăш гражданин та, вăл мĕнле ÿсĕмрине, профессине, ĕçлеве хутшăннине пăхмасăр, тÿлеме пултараççĕ. Енчен те çын обязательнăй пенси страхованийĕн тытăмĕнче шутра тăмасть тĕк ( сăмахран, вăй ведомствин тытăмĕнче тăрăшать), ăна регистрацилеççĕ те страховани свидетельстви параççĕ.
Хушма взнос тÿлесси çинчен заявление кирек хăш вăхăтра та, 2008 çулхи юпа уйăхĕн 1 — 2013 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕсенче çырма юрать. Саккунпа килĕшÿллĕн ăна 3 майпа çитерме пулать, халăхăн мĕн пур ушкăнне пĕрешкел ирĕкпе тивĕçтернĕ: ĕçленĕ вырăнта, Пенси фончĕн хăвăр пурăнакан çĕрти органĕнче.
Заявление йышăнни çинчен Пенси фончĕ гражданина 10 кунра пĕлтерет.
Çын ыйтса çырнине ĕçленĕ вырăнта парсан унăн шалăвĕнчен ĕç паракан Пенси фондне куçармалли хушма взносăн уйăхри виçине кăтартмалла. Заявление Пенси фондне е трансферагент центрне çитерме шутласан тÿлев виçине палăртмалла мар. Взноса тÿлеме чарăнма, çĕнĕрен хывма кирек хăçан та юрать. Паллах, тивĕçлĕ заявлени çырмалла.
Патшалăхăн финанс пулăшăвĕн условийĕсем. Патшалăх укçа-тенкĕпе вунă çул пулăшать. Пенси валли гражданин хывакан хушма взнос виçине чикĕлемен. Çапах та патшалăх укçине тивĕçес тесен унăн çулталăкра 2 пин тенкĕрен кая мар хывмалла.
Тивĕçлĕ кану ÿсĕмĕ çитменнисене вăл взноссене 1:1 виçепе финанслать, анчах çулталăкра 12 пин тенкĕрен ытла мар. Пенси пама ыйтманнисене — тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитнĕ граждансене (хĕрарăмсене — 55-рен, арçынсене — 60-тан) патшалăх 1:4 шайлашупа финанс пулăшăвĕ парать, анчах çулталăкра 48 пинрен ытла мар. Çапла вара вăй питтисен малалла ĕçлеме тата хăйсен пенсине ÿстерме май килет.
Пенси илекенсем те хушма взнос тÿлеме пултараççĕ, анчах та вĕсем патшалăхăн финанс пулăшăвне тивĕçеймеççĕ.
Ĕç параканăн взнос тÿлемелли условисем. Çынсем хăйсен пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайĕ валли тÿлекен хушма взноссене ĕç параканăн хăй шучĕпе тÿлеме ирĕк пур. Финанс пулăшăвĕн виçине вăл хăй палăртать. Кун пирки ятарлă хушупа тивĕçлĕ йышăну тăвать е коллектив килĕшĕвĕнче палăртса хăварать.
Хушма взноса инвестицилесси. Пенсин пухăнса пыракан пайне управляющи компани тата патшалăхăн шутланман пенси фончĕ урлă укçана упраса хăварас тата тупăш илес тĕллевпе инвестицилеме юрать.
Кун пирки ыйтса çырнă заявление Пенси фончĕн органне е трансферагент центрне кирек хăш вăхăтра та çитерме пулать.
Хушма взноссене ытти тÿлевсем пекех çав управляющи компанире е патшалăхăн шутланман пенси фондĕнче инвестицилеççĕ.
Хушма взносăн тÿлев ирĕкĕ пирки пĕлтерни Раççей Пенси фончĕ граждансене çуллен ярса паракан хыпарсенче çырăнать.
Хушма взноса ирĕке йышăнакансене тÿлесси. Гражданин тÿленĕ хушма взноссене, патшалăх тата ĕç паракан пулăшăвĕн укçине вăл пенси пухăнса пыракан пайне памалла тăвиччен е ăна çĕнĕрен шутличчен вилсен ирĕке йышăнакана тÿлеççĕ.
Налук çăмăллăхĕ. Пулас пенси валли хывакан хушма взноссене финансламалли тытăм йĕркеленĕ май федерацин 2008 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнчи 56-мĕш саккунĕ тăрăх Раççей Федерацийĕн Налук кодексĕнче улшăнусем палăртнă.
Çăмăллăхсен тытăмне ĕçе кĕртнĕ, вĕсем виçĕ тĕрлĕ налукпа: уйрăм çын тупăшĕнчен илекен (НДФЛ), социаллă пĕрлехи (ЕСН) тата тупăш налукĕсемпе çыхăннă.
Пĕрремĕшĕнчен, патшалăх пулăшăвĕнчен ĕç паракан тÿленĕ хушма взноссенчен (кашни çын пуçне çулталăкра 12 пин тенкĕрен ытла мар) НДФЛ тытмаççĕ.
Пенсин пухăнса пыракан пайĕ валли хушма взнос хывакан граждансен налукран социаллă чакару тутарма ирĕк пур. Тĕслĕхрен, вăл çулталăкра хывнă 12 пин тенкĕрен 1560 тенкине каялла параççĕ.
Иккĕмĕшĕнчен, ĕç паракан кашни çын пуçне çулталăкра тÿленĕ 12 пин тенкĕрен ытла мар взносран социаллă пĕрлехи налук илмеççĕ.
Виççĕмĕшĕнчен, ĕç паракан хывнă взноссене тупăшран илекен налука палăртнă чух тĕп кăтарту шутне кĕртмеççĕ.
Ватлăхри ĕç пенсийĕ памалли условисем. Ватлăхри ĕç пенсийĕ памалли условисем улшăнман: тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕм тата страхованин 5 çуллăх стажĕ çаплипех юлнă.
Страховани стажĕ — ĕçленĕ пĕтĕм тапхăр (çарта службăра пулнине, ачана çулталăк çурă тултариччен пăхнине шута илсе) тата страховани взносĕсем тÿлени.
Страхованин 5 çуллăх стажĕ пулмасан страхованин хушма взносĕсене тÿлесен те ватлăхри ĕç пенсине памалла тумаççĕ.