11 июня 2008 г.
Саккунпа килĕшÿллĕн гражданинăн тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăт çитиччен пĕр уйăх маларах Пенси фончĕн органне пымалла. Тĕрĕссипе, мĕн пур кирлĕ документа пухса çитерме ку тапхăр çителĕксĕр те.
Пулас пенси виçи стажпа, 2002 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕчченхи шалупа тата 2002 çултан тытăнса Пенси фондне ĕçлекен çыншăн куçарса тăнă страховани взносĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Пенси органĕнче ĕçлевĕн хăш тапхăрне шута илнине е хăш вăхăта кăтартса памаллине маларах пĕлмелле. Шкулта вĕреннĕ чух колхозра вăй хунине, студентсен отрядĕнче е производство практикинче пулнине аслă шкул пĕтернĕ хыççăн çирĕплетме сахал мар чăрманма тивет. Енчен те организацие пĕтернĕ е тепĕр регионта ĕçленĕ тĕп стажа ĕнентерме виçĕ уйăх ытла кирлĕ. Шалăва çирĕплетекен кăтартусем те пĕлтерĕшлĕ. Чи мелли — уйăхри вăтам ĕç укçипе çĕр-шывра çав вăхăтра пулнă вăтам тÿлевĕн шайлашăвĕ пысăк пулнă тапхăр, анчах ку коэффициент 1,2-рен иртмелле мар. Ăна уçăмлатма та архива çÿреме тивет.
РФ Пенси фончĕн Красноармейски районĕнчи управленийĕ организацисенчи кадр службисемпе çынсене кирлĕ документсем хатĕрлеме пулăшас тĕллевпе малтанах ĕçлеме тытăнать. Граждансен уйрăм категорине (тĕслĕхрен, çав йыша харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ предпринимательсем, ĕçсĕр шутланакансем, пенсие вăхăт çитиччен тухма ирĕк пуррисем кĕреççĕ) пулас пенсие шутласа парас ыйтусене Пенси фондĕнче уçăмлатма май пур пирки аса илтереççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухмалли ирĕк çитиччен ултă уйăх юлсанах гражданин Пенси фондне çитсе килни вырăнлăрах.
Кашниех суйлама пултарать
Пенси валли пухăнса пыракан укçана управляющи компание е патшалăхăн шутланман пенси фондне шанса панă чух мĕн пĕлмелле-ха? Чи малтанах çав укçа-тенке инвестицилеме ирĕк пуррисен списокĕпе тĕплĕн паллашмалла. Вĕсем пирки РФ Пенси фончĕн, çавăн пекех асăннă службăн Красноармейски районĕнчи управленийĕн Интернет сайтĕнче вуласа пĕлме пулать. Унта вĕсен йышне кăна мар, тĕрлĕ кăтарту енĕпе отчет панине те вырнаçтарнă. Страхланă çынсем çак информацие тĕплĕн тишкернĕ хыççăн вĕсенчен пĕрне суйлама пултараççĕ. Анчах çакна асра тытмалла: отчетлă çулталăкра компани илнĕ тупăш çитес çулта пысăк процентлă услам кĕтессине шантараймасть, мĕншĕн тесен вĕсен фонд регионĕнчи лару-тăрăвĕ улшăнсах тăрать.
Управляющи компанирен патшалăхăн шутланман пенси фондне куçмалли ирĕкпе çулталăкра пĕр хут усă курма юрать. Страхланă çынсен компание суйламалли, патшалăхăн шутланман пенси фондне кăмăллани, вĕсенчен пĕринчен теприне куçасси, патшалăхăн шутланман пенси фондĕнчен РФ Пенси фондне таврăнасси пирки заявлени памалла.
Патшалăхăн шутланман фонда каяс тесен гражданинăн унпа обязательнăй пенси страхованийĕ çинчен килĕшÿ тумалла та кун пирки РФ Пенси фончĕн управленине заявлени çырмалла.
Управляющи компание кăмăллас тăк Пенси фондне инвестици портфельне суйлани пирки заявлени çитермелле.
Хăвăр суйланă компани е патшалăхăн шутланман фонд тупăшлăхĕ тивĕçтермесен ыттисене куçма май килет.
Енчен те пенси валли пухăнакан укçана нихăш компание е фонда парас темесен тата ăна нихăçан та никама шанса паман пулсан ăна Пенси фончĕ хаклă хутсене инвестицилеме патшалăхăн управляющи комапнине куçарать.
Заявление çулталăкра пĕр хут, раштавăн 31-мĕшĕччен, çитермелле. Унпа пĕрле çумра паспорт, обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельстви пулмалла. Ĕçлĕ хута Пенси фончĕн кирек хăш территори органне пырса, почтăпа ярса (кун пек чух заявление нотариус ĕнентермелле) тата алă пуснине çирĕплетесси пирки килĕшÿ тунă организацисене (трансферагент центрĕсене) пама юрать.
Канăçсăрлантаракан ыйтусемпе квалификациллĕ специалистсенчен консультаци илес тесен Красноармейски районĕнчи управление “васкавлă телефонпа” — 2-19-29 номерпе шăнкăравламалла.