АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халсăрсене пăхнăшăн — 1200 тенкĕ

11 июня 2008 г.

 

РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев хăйĕн чи малтанхи Указĕсенчен пĕринпе инвалид ачана, пĕрремĕш ушкăнри инвалида тата 80 çул урлă каçнă ватăна пăхнăшăн граждансене паракан патшалăх пулăшăвĕн виçине ÿстерме йышăнчĕ. 2008 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ют çын пулăшăвĕ кирлĕ кашни гражданин пуçне паракан укçа компенсацийĕн виçи 1200 тенке çитет.

Паянхи кăларăмра ку ыйтупа Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи Альбина Валерьяновна Петрова паллаштарать.

— Ыйту: Ача сусăррипе унпа юнашарах пулма тивет, ĕçлеме май çук. Халиччен уншăн 500 тенкĕ илнĕ, малашне — 1200 тенкĕ. Эпĕ тивĕçейĕп-ши ăна?

— Паллах. Кăçалхи утă уйăхĕнчен 1200 тенкĕ илме пуçлатăр. Ку таранччен сире миçе çынна пăхнине шута илмесĕр, 500 тенкĕ тÿленĕ. Малашне пĕр çынна темиçе гражданина пăхса усранăшăн кашниншĕн 1200 тенкĕ уйăраççĕ. Эсир асăннă компенсацие илсе тăратăр, ăна пама кирлĕ мĕн пур документсене управленине тăратнă. Унăн виçине хăй тĕллĕнех пысăклататпăр.

— Ыйту: Эпĕ пĕрремĕш ушкăн инваличĕ, 70 çулта. Мана пăхса пурăнакан çын та çук. Çавăнпа та ютран, тара тытса пенси шучĕпе тÿлеме тивет. Эпĕ 1200 тенке тивĕçме пултаратăп-и?

— Указпа килĕшÿллĕн, компенсаци тÿлевĕпе пулăшу кĕтекен пĕрремĕш ушкăн инвалидне е 80 çул тултарнă çынна ялан пăхса пурăннишĕн ĕçлейменнисене тивĕçтереççĕ. Вĕсем тăвансем кăна пулмалла тесе каламан документра. Ют çын та пулăшса тăма пултарать. Паллах, сире пула ĕçе хутшăнманнипе ĕнтĕ.

— Ыйту: Мăшăр — пĕрремĕш ушкăн инваличĕ, утса çÿреймест. Эпĕ — пенсире. Анчах манăн пенси укçин виçи пĕчĕк, упăшкана пăхма тивнипе ниçта та ĕçлейместĕп. Компенсаци тÿлевĕн ирĕкĕпе усă курма май килмест-ши?

— Шел, усă кураймастăр. Эсир тивĕçлĕ канăва тухнă, 1200 тенкĕ илессине йĕркелейместĕр. Мĕншĕн тесен вăй питти çын сусăр ачана е инвалида пăхнипе ĕçлеме пултарайманнипе çухатнă шалăва саплаштармалли тÿлев вăл, — компенсаци.

— Упăшка Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, эпĕ — тыл ĕçченĕ. Иксĕмĕр те — иккĕмĕш ушкăн инваличĕсем, 80 çул тултарнă. Пире мăнук пăхса тăрать. Ăна компенсаци тÿлевĕ парĕç-и?

— Мăнукăр сире пула ĕçлеймест пулсан, паллах, 2400 тенкĕ илме пултарать. Унăн управленине документсем тăратмалла.

Манăн çакна та асăрхаттарса хăварас килет. Халиччен 500 тенкĕне пенси çумне хушса тÿленĕ пулсан, утă уйăхĕнчен пуçласа 1200 тенкĕне сире пăхса пурăнакан çынна тÿррĕмĕн хăйне укçа тÿлеме пуçлаççĕ. Районта компенсаци илсе тăракансен шучĕ хальлĕхе 250 çын, район территорийĕнче пурăнакансене компенсаци виçине çитерсе пама пултарăпăр, хулара тата ытти районсенче пурăнакансене хамăр районти управленине килме йыхравлатпăр. Ыйтусем пулсан телефонпа 2.-19-29, 2-22-89 номерсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика