АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕрлĕхшĕн ултавлă майпа пособи илнĕшĕн саккунпа айăплаççĕ

11 июня 2008 г.

 

Пирĕн патшалăх учрежденийĕнче ĕçсĕр тесе учетра тăракансем ултавлă майпа çак мелсемпе пособи илме пултараççĕ:

— пособи илнĕ тапхăрта ĕçсĕр çын ĕçе вырнаçнин тĕслĕхне пытарни;

— хут çинче шутланса тăман тата пăрахăçланă предприяти-организацисен суя справкисемпе ĕç кĕнекисене тăратни;

— темиçе ĕç кĕнеки пурри;

— ĕç кĕнекине паллă тумасăр килĕшÿ туса вăя хуни.

“Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен” саккунĕ (ăна 1991 çулхи апрелĕн 19-мĕшĕнче йышăннă) çынна ĕçсĕр тесе палăртмалли йĕркепе условисене, çавăн пекех “ĕçлекен çын” ăнлава çирĕплетнĕ. Асăннă саккунăн 2-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, ĕçлекен çын тесе çаксене калаççĕ:

— ĕç килĕшĕвĕпе вăй хуракансене, çав шутра тулли е тулли мар ĕç кунĕпе тăрăшакансене, çавăн пекех сезонлă, вăхăтлăх ĕçсенче тар тăкакансене (кунта обществăлла ĕçсем кĕреççĕ);

— ватлăхра паракан е çăмăллăхлă, нумай çул тăрăшуллă вăй хурса ĕçленĕшĕн тивекен пенсие илекенсене;

— вĕренÿ заведенийĕнче кăнтăрлахи формăпа пĕлÿ илекенсене;

— предприниматель свидетельстви пуррисене;

— çăмăллăхсем парас тĕлĕшпе килĕшÿпе ĕçлекенсене (вăл шутра уйрăм предпринимательсемпе тунă килĕшÿсем тăрăх та);

— организаци учредителĕсем пулакансене;

— ирĕкрен хăтармасăр судпа айăпланнисене.

Ултав мелĕсене асăрхаттарас тĕлĕшпе пирĕн патшалăх учрежденийĕн специалисчĕсем ĕçсĕррисен прависемпе тивĕçĕсем, ултавлă майпа пособи илнĕшĕн епле явап тытасси пирки каласа параççĕ.

Пирĕн центр специалисчĕсем ĕçсĕр тесе палăртнă çынсене ултавлă документсем хатĕрлессинчен пăрас тĕлĕшпе тăтăшах калаçусем, ытти мероприятисем ирттереççĕ. Акă иртнĕ çул республикипе пирĕн тытăмра ултав тĕслĕхĕпе — 35, кăçалхи 5 уйăхра 14 ĕç пăхса тухнă.

Акă пĕр тĕслĕх. И. Иванов гражданин (хушаматне улăштарнă) пирвайхи хут ĕçпе тивĕçтерекен центра 2007 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче пынă. РФ “Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен” саккунĕн 35-мĕш статйин 2-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн, ăна, Хусан хулине ĕçлеме кайнă май, ноябрĕн 13-мĕшĕнче ĕçсĕррисен учетĕнчен кăларнă. И. Иванов пирĕн пата иккĕмĕш хут пырсан, вăл октябрĕн 4-мĕшĕнчен районти пĕр предприятире вăй хуни, ăна пособи тĕрĕс мар тÿлени палăрнă. Çак тĕслĕхе пытарнăран ăна октябрĕн 4-мĕшĕнчен тытăнса ноябрĕн 13-мĕшĕччен 3849 тенкĕ те 30 пус пособи тÿленĕ. Асăннă тĕслĕхпе акт çырнă, материала прокуратурăна ярса панă. Паянхи куна И. Иванов саккунсăр илнĕ укçа виçине хăй ирĕкĕпе федераллă бюджета тавăрса панă.

Ĕçсĕрлĕхшĕн ултавлă майпа пособи илнине тупса палăртассин тепĕр мелĕ предпринимательсемпе юридически енсем тата вĕсен учредителĕсем пирки ЧР налук службин федераллă управленийĕнчен илнĕ, пĕрлехи патшалăх реестрĕ çинче йĕркеленнĕ кăтартусене тĕрĕслени пулса тăрать. Шел пулин те, кунта та суя тĕслĕхсем палăраççĕ. Иртнĕ çул учредительсен тата предприниматель ĕçĕ-хĕлĕнче пĕрер суя документ тупса палăртнă.

Акă пĕлтĕрхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче И. И. Васильева гражданкăна (хушаматне улăштарнă) ĕçсĕррисен учетне тăратнă. Раççей Федерацийĕн çÿлерех асăннă саккунĕн 35-мĕш статйин 2-мĕш пункчĕпе килĕшÿллĕн ăна ĕçе вырнаçнăран декабрĕн 21-мĕшĕнче учетран кăларнă. Налук службинчен пĕлтернĕ тăрăх, И. Васильева уйрăм предприниматель ĕçĕпе тăрăшнине пĕлтермен. Ăна çак тапхăрта 2638 тенкĕ те 49 пус пособи тÿленĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн уйрăм предприниматель ĕçĕпе тăрăшакансене учетран кăлармалла. Асăннă тĕслĕхпе каллех акт çырнă, ĕçе прокуратурăна панă. Саккунсăр панă укçана И. Васильева хăй ирĕкĕпе федераллă бюджета тавăрса панă. Ĕçсĕр граждансем хăйсем енчен пăснă тĕслĕхсене эпир прокуратурăна пĕлтерсех тăратпăр.

Хаклă клиентсем! Ĕçсĕрлĕхшĕн ултавлă майпа пособи илессинчен пăрăнăр. Тĕрĕслĕх çиеле тухатех.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика