06 июня 2008 г.
Çĕр-шывра Социаллă ĕçченĕн кунне çирĕплетни — обществăра халăха социаллă хÿтлĕх парасси ÿссе пынине тивĕçлипе хаклани тата патшалăх çак пархатарлă ĕçе пуçаруллă хутшăнни. Социаллă ĕçченсен яваплăхĕ пысăк. Вĕсем йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ, экономикăн çĕнĕ условийĕсене хăйсем тĕллĕн хăнăхма пултарайман çынсене — ĕçпе вăрçă инваличĕсене, пĕччен пурăнакан ватăсене, нумай ачаллă çемьесене пулăшаççĕ. Çакна республикăра “Аслă ăру”, “Чăваш Республикинчи инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси”, “Чăваш Ен ачисем”, “Çемье” программăсемпе килĕшÿллĕн пурнăçласа пыраççĕ. Паян районта 5076 пенсионер пурăнать, вăл шутра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçă инваличĕсемпе участникĕсем — 72, вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçленисем — 1124, ĕç ветеранĕсем 2712 çын. Тĕрлĕ ушкăнри инвалидсем — 913. Халь 4 пине яхăн çын тĕрлĕрен çăмăллăхсемпе усă курать.
2008 çул — Раççей Федерацийĕнче Çемье çулталăкĕ. Çавна май патшалăх çемьесене аталантарас, экономика енĕпе пулăшас тĕллевпе çĕнĕрен чылай йышăнусем кăларчĕ. Акă, “Ачаллă граждансене патшалăх пососбийĕ парасси çинчен” саккунра пособисен виçине пысăклатас енĕпе улшăнусем кĕртрĕ. Паян районта 18 çул тултарман ачасем усракан çемьесем — 2208, çав шутра нумай ачаллă (виçĕ е ытларах) çемьесем — 220. Кашни çулах, тĕрлĕрен пособисем панисĕр пуçне, ачасен çуллахи канăвне йĕркелес тĕллевпе, районăн социаллă пулăшу паракан центр çумĕнче ĕçпе кану лагерĕсене йĕркелеме пăхнă. Кăçал та 4 сменăпа 100 ача валли лагерьсем пулĕç, унсăр пуçне тата 25 ача республикăри ытти лагерьсенче сывлăхĕсене çирĕплетĕç.
Кăçалхи çул Чăваш Енре — Ырă ĕçсен çулталăкĕ. Паллах, ырă ĕçсене вăхăт виçипе чикĕлеме çук. Кашни çынăн, пур ĕçченĕн яланах чĕрере ырă кăмăл, ырă ĕçсен тÿпи пулмалла.
Паян районти социаллă хÿтлĕх тытăмĕнче пултаруллă специалистсем вăй хураççĕ, халăха тулли те шанчăклă, витĕмлĕ пулăшу парассишĕн тăрăшаççĕ. Вĕсен яваплăх туйăмĕ, нушана кĕрсе ÿкнисене пулăшас туртăмĕ пысăк, ыр кăмăллăхĕ, чун ăшши, чăтăмлăхĕ, професси ăсталăхĕ, тимлĕхĕ иксĕлми.
Социаллă ĕçченсене пурне те професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, пархатарлă ĕçшĕн тав тăватпăр. Çынсене ыр кăмăллăхпа тивĕçтерес çăмăл мар ĕçре сывлăх, ăнăçу, çирĕп кăмăл сунатпăр.