06 июня 2008 г.
Майăн 30-мĕшĕнче “Досаево” ял хуçалăх артелĕнче районти машинăпа ĕне сăвакан операторсемпе ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен техник-осеменаторсен конкурсĕ пулчĕ. Операторсенчен “Красное Сормово” хуçалăхри Елена Витальевна Васильева доярка, техник-осеменаторсенчен Алина Николаевна Ильина (“Нива”) мала тухрĕç.
Ĕне сăвакан операторсем виçĕ енлĕ кĕрешÿре вăй виçрĕç. Малтанах вĕсен паниçкесене сума хатĕрлемелле, унтан сумалла пулчĕ. Ĕне сĕт лайăх антарасси ăна тăрантарнинчен çеç мар, сăвассине тĕрĕс йĕркелесе пынинчен (массаж туни, ачашлани, унпа калаçни тата ытти те) килет. Жюри членĕсем дояркăсен кашни хусканăвнех тимлĕ сăнарĕç, тивĕçлĕ хак пачĕç. Палăртнă вăхăтра сума ĕлкĕрнине те. Ку тĕлĕшпе “Красное Сормово” хуçалăхри Елена Васильева ăста пулчĕ.
Иккĕмĕш енĕ те çăмăлах мар: кунта конкурсантсен ĕне сумалли аппарата сÿтсе хумалла тата пухмалла. Ку ĕçе йĕркипе тумалла тата вăхăта та шута илеççĕ. Ĕне сумалли аппарата сÿтсе пухма нормăпа 5,40 минут параççĕ пулсан, Е. Васильева (“Красное Сормово”) 4 минут та 20 çеккунтра сÿтсе пухрĕ.
Виççĕмĕшĕнче ĕне сăвакансен билетри 20 ыйтăва хуравлама тиврĕ.
Виçĕ енлĕ кĕрешÿре Е. Васильева (“Красное Сормово”) 92 балл пухма пултарчĕ. Светлана Козлова (“Досаево”) 84 балпа — иккĕмĕш, “Нивăри” Альбина Иванова 80 балпа виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Техник-осеменаторсен тупăшăвĕ 5 енрен тăрать. Вĕсен ĕçĕ хăйне май кăткăс та яваплă. Ку специалистсем епле тăрăшнинчен хуçалăхри ĕне выльăхсен кĕтĕвĕн йышĕ ÿссе пырасси нумай килет. Çавăнпа та кунта тĕп хаклав вăл е ку техник-осеменатор 100 ĕне пуçне миçе пăру илни пулчĕ. Кунсăр пуçне вĕсен ĕнене искусственнăй майпа пĕтĕлентерме хатĕрлеме, лабораторинче ĕçлеме, ĕнене пĕтĕлентерме пĕлнине кăтартма, теорипе ыйтусене хуравлама лекрĕ.
Пилĕк енлĕ кĕрешÿре “Нива” хуçалăхри Алина Николаева Ильина, 92 балл пухса, çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕ. Алина Архипова (“Досаево”) — 90, Елена Константинова (“Янмурзино”) 89 балпа иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
Аксакалсем конкурса хутшăнни ăна татах та пуянлатать. Акă, тĕслĕхрен, Николай Григорьев техник-осеменатора районта чылайăшĕ пĕлет. 48 -мĕш çул ĕнтĕ вăл çак ĕçре. Иртнĕ çул республикăри ветеран-техник-осеменаторсен конкурсĕнче вăл пĕрремĕш вырăн йышăннăччĕ. Темиçе çул ĕнтĕ Н. Григорьев районти ветстанцири ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен пунктра вăй хурать, çынсене çак ĕçре самай çăмăллăх кÿрет.
— Иртнĕ çул 60 яхăн ĕнене пĕтĕлентерме пулăшрăм. Вĕсенчен 8-шĕ икшер пăру тунă. Çавăн çинчен илтетĕн те савăнас килет. Хăв ĕçленине куçпа куратăн-çке, — хăй ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерет Николай Григорьевич.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене ял хуçалăх пайĕн дипломĕсемпе тата укçан премисемпе чысларĕç. Кунсăр пуçне хăшĕ-пĕрне харпăр хăй хуçалăхĕ те укçан преми пачĕ. Чыслава ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин тĕп врачĕ В. Ф. Николаев, ял хуçалăх пайĕн зоотехника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Г. Н. Матвеев хутшăнчĕç.
Конкурс вăл — ăсталăх шкулĕ. Унта хутшăннисем пĕр-пĕрин паха опычĕпе çывăхрах паллашса ăна алла илме, çапла вара ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума пултараççĕ. Шел, пирĕн районти хăш-пĕр хуçалăхсенче çакна тĕпе хумаççĕ. Акă, хальхинче те ĕне сăвакан операторсен конкурсне — 5, техник-осеменаторсенне 6 хуçалăхран çеç хутшăнчĕç. Тÿрех палăртмалла, ку йĕркеллĕ теме çук. “Караево” ял хуçалăх производство кооперативĕ, В. Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕ сĕт туса илессипе лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Апла пулсан вĕсенчи дояркăсенчен те ыттисен вĕренмелли çук мар. Ку конкурса асăннă хуçалăхсенчен пĕр е икĕ ĕне сăвакан хутшăннă пулсан питĕ лайăхчĕ те.