АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилейлă XXXX вăйăсенче

06 июня 2008 г.

 

Майăн 28—29-мĕшĕсенче Красноармейскинче çамрăк армеецсен “Зарницăпа” “Орленокăн” XXXX районти финал вăййисем иртрĕç.

Çулпа çул пĕр килмест теççĕ. Иртнĕ çул та çамрăк армеецсен вăййисем çак тапхăрта иртнĕччĕ. Ун чухне 30 градус урлă каçакан вĕри те шăрăх çанталăкра тупăшма тивнĕччĕ хĕрсемпе каччăсен. Кăçалхине вара нихăш енчен те хурлаймăн: вăтам çанталăкра вĕсен кăтартусене лайăхлатма пур енчен те май пулчĕ.

Васнар ялĕнчен тухса Караялла тăсăлакан асфальтлă çулăн сылтăм енчи лаптăкĕ çамрăк армеецсен юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар пулĕ. Кунта вăйăсене çÿллĕ шайра ирттерме питĕ меллĕ: çеремлĕ тÿрĕ лапамĕ те, çырми-çатри те, тĕрлĕ йывăçлă пĕчĕк вăрманĕ те пур, юнашарах Шетмĕ юхан шывĕ юхса иртет.

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче “Шкул автобусĕсем” пĕрин хыççăн тепри палăртнă вырăна çите пуçларĕç. Кĕçех тÿрĕ лапамра хĕрлĕ, сарă, симĕс, кăвак тĕслĕ палаткăсенчен пысăк мар хула та ÿссе ларчĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, кăвак тĕтĕм тÿпенелле çĕкленчĕ: вырăнсенчен килнĕ поварсем çамрăк армеецсем валли кăнтăр апачĕ çакса ячĕç. Часах мандат комиссийĕ ĕçе тытăнчĕ, çакă паллă пулчĕ: юбилейлă XXXX районти финалти вăйăсене хутшăнма “Зарницăра” еншикчуллăсем, карайсем, мăншетмĕсем, алманчсем, кĕçĕншетмĕсем, именкассисем, пикшиксем, уписем, чатукассисем, райцентрти иккĕмĕш вăтам шкулпа гимназистсем, “Орленокра” еншикчуллăсем, карайсем, мăншетмĕсем, алманчсем, пикшиксемпе уписем, гимназистсем, иккĕмĕш шкул вĕренекенĕсем кăмăл тунă.

Çакна та каласа хăвармалла: ăмăртăва йĕркелекенсем, республика шайĕнче иртекен вăйăсене кура тата тишкерсе, тăтăшах çĕнĕлĕхсем кĕртсе пыраççĕ. Кăçал та, авă, “Смелость и ловкость”, пушарниксем ирттерекен вăйăсем, “Хăрушсăрлăх урапи” пулмарĕç.

11 сехет. “Парад”, становись, равняйсь, смирно!” — янăраса каять вăйăсен тĕп судйин А. Лебедевăн сасси. Отделени командирĕсем пĕрин хыççăн тепри савăнăçлă вăйăсене уçма хатĕрри çинчен пĕлтереççĕ. Аркадий Николаевич вара район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхне Н. Антонова рапортлать.

Николай Илларионович XXXX вăйăсем уçăлни çинчен пĕлтерет. Параппансен сассипе иртнĕ çулхи подразделенисен çĕнтерÿçисен капитанĕсем А. Ласкеевпа Т. Данилова чăваш ялавне çĕклеççĕ.

— Паянхи вăйăсем — 2007—2008 вĕренÿ çулĕнче туса ирттернĕ ĕçĕн кăтартăвĕсем, — терĕ Николай Илларионович. — Паянхи вăйăсене Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ тунăранпа 63 çул тултарнине халаллатпăр. Паттăр фронтовиксем çулран çул сахаллансах пыраççĕ. Çавăнпа та вĕренекенсен вĕсене шефа илмелле, тимур пулăшăвĕ кÿмелле. Сире паянхи тупăшусенче лайăх старт илсе ăнăçлă финиш сунатăп.

Вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ М. Прохоров Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесси арçын кун-çулĕнче тĕп вырăнсенчен пĕри пулнине палăртрĕ. “Тăван çĕр-шыва юратни, ăна чунтан парăнни пирĕн халăха иртнĕ вăрçăра Çĕнтерÿпе вĕçлеме май пачĕ. Çак вăйăсем сире ÿт-пĕве тĕреклетме, туслăха ÿстерме, пулас çар службин мелĕсемпе паллашма май параççĕ. Яш-кĕрĕме вĕренÿре, кулленхи ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп”, — терĕ вăл. Çавăн пекех çамрăк армеецсене Çĕрпÿпе Красноармейски районĕсен çар комиссариачĕн иккĕмĕш пайĕн начальникĕ В. Ижедеров саламларĕ.

“Зарница” тата “Орленок” вăйăсене хутшăнакан подразделенисем стройпа тата юрăпа утса иртеççĕ. Райадминистрацин физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Лебедев вăййа хутшăнакансене лагерь начальникĕпе тата коменданчĕпе, конкурссене ирттерекен судьясемпе паллаштарать.

Вăйăсен штабĕ те аякранах курăнать. Ăна “Ăмăртăва хутшăнакансене саламлатпăр”, “Сывă ÿт-пÿре — сывă ăс-тăн”, “Единая Россия” — вăйлă Раççей” плакатсем илем кÿреççĕ. Майăн 22-мĕшĕнче Трак чăваш-нимĕç гимназийĕн тирĕнче пăшалтан тĕл перессипе ăмăрту çивĕч иртнĕ. Унта кĕçĕннисенчен пьедесталăн виçĕ картлашки çине кĕçĕншетмĕсем, именкассисем, гимназистсем тăнă, аслисенчен еншикчуллăсем, алманчсем, мăншетмĕсем палăрнă.

Кĕçĕннисем теори блокĕнче вăй виçрĕç. Кунта “Я — гражданин России”, “Наш край Чувашия”, “Первая помощь”, “Защита”, “Çул-йĕр правилисем” конкурссем кĕреççĕ. Ку тупăшусенче еншикчуллăсене çитекенни пулмарĕ. Вĕсем тăватă конкурсĕнче те çĕнтерчĕç. Çавăн пекех ыйтусен хуравĕсене алманчсем, мăншетмĕсем, именкассисем, гимназистсем, пикшиксемпе уписем япăх мар пĕлчĕç. Пĕтĕмĕшле еншикчуллăсем, именкассисем, мăншетмĕсем 1—3-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Аслисенчен вара еншикчуллăсем, мăншетмĕсем, гимназистсем палăрчĕç.

“Тинĕсри виçĕ енлĕ кĕрешÿ” те кашни çамрăк армеецранах çирĕп пĕлÿ, пултарулăх ыйтать. Вăл “Бросание легости”, “Узлы”, “Семафор” этапсенчен тăрать. “Зарницăра” кунти малти виçĕ вырăна кĕçĕншетмĕсем, чатукассисем, именкассисем çĕнсе илчĕç, “Орленокра” вара мăншетмĕсем, уписем, еншикчуллăсем мала тухрĕç. Кăçалхи вăйăсене “Çарпа истори” блокне те кĕртнĕ. Отделенисен районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртне “Золотая звезда героя”, “Дни воинской славы” темăсемпе ĕçсем тăратмалла пулнă. “Зарницăра” ку тупăшура именкассисем, иккĕмĕш вăтам шкул, еншикчуллăсем çĕнтернĕ. “Орленоксенчен” ултă шкул вĕренекенĕсем çеç ĕçсем тăратнă. Жюри иккĕмĕш вăтам шкул ачисен тата еншикчуллăсен ĕçĕсене лайăх енчен палăртнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, теори блокĕпе кĕçĕннисенчен еншикчуллăсем, именкассисем (2 команди те), мăншетмĕсем, аслисенчен иккĕмĕш вăтам шкул, вăйăсене япăх мар хатĕрленни палăрчĕ.

“Çарпа спорт” блокĕнчи конкурссем те кашни çамрăк армеецран пултарулăх ыйтаççĕ. Отделенисен стройпа утмалла, командир паракан заданисене пурнăçламалла пулчĕ. Вĕсене Красноармейски тата Çĕрпÿ районĕсен çар комиссариачĕн иккĕмĕш пай начальникĕ В. Ижедеров хак пачĕ. “Яштак та кĕрнеклĕ” конкурсри заданисене гимназистсем, уписем, мăншетмĕсем аван пурнăçларĕç, аслисенчен еншикчуллăсем, пикшиксем, гимназистсем лайăх енчен палăрчĕç. Çакна палăртмалла, уписем вăйăсем валли çамрăк армеецсене ятарлă тум çĕлесе панă. Кăнтăрла иртсен вара “Равнение на знамена” конкурса Красноармейски тата Çĕрпÿ районĕсен çар комиссарĕ А. Сидоров подполковник хакларĕ. Юлашкинчен Алексей Леонидович шкулсенче “Пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем” предмета вĕренекенсемпе курнăçрĕ, асăннă конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Педагогсем асăннă предмет сехечĕсене ÿстерме ыйтрĕç. Çапла вĕçленчĕ вăйăсен пĕрремĕш кунĕ. Каç кÿлĕм çамрăк армеецсем мини-футболла вылярĕç. Кĕçĕннисенчен мăншетмĕсем, аслисенчен уписем палăрчĕç. 23 сехетре лагерь шăпланчĕ, кунĕпе тупăшусенче ывăннă ачасем тутлă ыйха путрĕç.

Майăн 29-мĕшĕнче ирхи апат çинĕ хыççăн çамрăк армеецсен вăййисем малалла тăсăлчĕç, “Зарничниксем” “Малалла, çамрăк армеецсем” конкурсра тар юхтарчĕç. Вăл Калашников автоматне сÿтсе пухас, “качака”, чăрмавсем урлă сиксе каçас, граната тĕл ывăтас тата ункă витĕр персе каçарас, воздушкăпа тĕл перес, чăрмав витĕр тухас, тăршшĕне сикес тапхăрсенчен (этапсенчен) тăрать. Паян районти 2—3 шкулта кăна Калашников автомачĕ пур. Çавăнпа та ăна алла тытса курман вĕренекенсен сÿтсе пухнă çĕрте йывăрлăх курма тиврĕ, нумайăшĕ задание палăртнă вăхăтра пурнăçлаймарĕ; вĕсен штраф çаврăнăшне чупма тиврĕ. Кунта гимназистсене, иккĕмĕш вăтам шкул вĕренекенĕсене, мăншетмĕсене çитекен пулмарĕ. “Орленокра” иккĕмĕш вăтам шкулăн, гимназин, Еншик Чуллă вăтам шкулĕн подразделенийĕсем палăрчĕç.

Спортăн нумай енлĕ конкурсĕнче (“Военно-прикладное многоборье”) тупăшма çăмăл мар. Ачасен топографие аван пĕлмелле, хамăр тăрăхра ÿсекен йывăçсене уйăрса илмелле, противогаз тăхăнмалла, вĕрен тăрăх çырма тĕпне анмалла тата хăпармалла, каштапа çырма урлă сиксе каçмалла, пĕрене, канат урлă каçмалла, хырăмпа, чĕркуçленсе шумалла, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ памалла. “Зарницăра” чатукассисене çитекенни пулмарĕ, карайсемпе кĕçĕншетмĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.

Çамрăк армеецсем вăйăсенче хăйсем ирттернĕ кашни кун хыççăнах боевой листоксем кăларчĕç. Жюри вĕсен содержанине, еплерех илемлетнине, мĕнлерех жанрсемпе усă курнине пăхса хакларĕ. Икĕ кунхи тупăшура кĕçĕннисем хушшинче гимназистсем, именкассисем, уписем, аслисенчен еншикчуллăсем, райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем, мăншетмĕсем палăрчĕç.

Каç енне çамрăк армеецсен XXXX ”Зарницăпа” “Орленокăн” финалти вăййисем вĕçленчĕç. Çав ятпа вĕсем каллех строя тăчĕç. Вăйăсен судйисем хăйсен конкурсĕсенче палăрнисене хисеп грамотисемпе, дипломсемпе, парнесемпе чыслаççĕ.

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Н. Антонов вăйăсем вĕçленнĕ ятпа ăшшăн саламларĕ, каникул кунĕсене лайăх ирттерме сунчĕ, кăçалхи çĕнтерÿçĕсен ячĕсене асăнчĕ. “Зарницăра” именкассисем çĕнтернĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче — кĕçĕншетмĕсемпе мăншетмĕсем. “Орленокра” 1—3-мĕш вырăнсене еншикучуллăсем, райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем, мăншетмĕсем тухнă. Николай Илларионович вăйăсем хупăнни çинчен пĕлтерет, кăçалхи çĕнтерÿçĕ-командăсен капитанĕсем параппан сассипе Чăваш Республикин ялавне антараççĕ.

Юлашкинчен хавас та савăк ачасен сассипе тулнă вăрман тăрăхĕ шăплăха путать. Çĕртме уйăхĕнче именкассисемпе еншикчуллăсен район чысне республикăри финалта хÿтĕлемелле пулать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика